Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Чĕвĕлти чĕлхеçĕм" литература сехечĕ

14:30 25 апреля 2016 г.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе

Эс чи пахи, эс – чун уççи

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи.

 Чĕрене пырса тивмелле çепĕç вǎл, чǎваш чĕлхи. Хǎйсене хисеплекен кирек мĕнле халǎх та хǎйĕн тǎван чĕлхине пысǎк пуянлǎх вырǎнне хурса хаклать. Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑ кун, ака уйахӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать. 

Ҫак  куна халалласа   ял библиотекин заведующийе  "Чĕвĕлти чĕлхеçĕм" литература сехечĕ ирттерчĕ. Унта иккĕмĕш  класс  ачисем хутшǎнчĕç. Ачасем И.Я.Яковлев калавĕсемпе паллашрĕç, «Кулачă» калава тишкерчĕç . Тăван чĕлхе çинчен ваттисем  каланă сăмахсене аса илчĕç, сǎвǎсем  пăхмасăр каларĕç. Чǎваш чĕлхи кунне халаланǎ  литература сехечĕ   пурне те кǎмǎла кайрĕ.

Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика