08:04 04 декабря 2015 г.
Раштавăн 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ. Ҫак кун, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисене хавхалантарас, вӗсем те ытти ҫынсенчен ним енчен те кая пулманнине туйса илтерес тӗллевпе ялти библиотекăра "Теприн хуйхине пайла» ятлă тĕл пулу каçĕ иртрӗ. Ảна йӗркелесе ирттерекенсем- библиотека заведующийӗ Н.Ильинапа культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем: Э.Кузнецова, Л.Романова, З.Васильева.Пухăннă сусăр ҫынсене чи малтанах хӗрарăмсен совечӗн председатӗлӗ З.Илларионова ăшă сăмахпа хавхалантарчӗ. Инвалидсен обществин председатӗлӗ А.Данилова район шайӗнче пулса иртнӗ инвалидсен обществин пухăвенче хутшăнни ҫинчен каларӗ, ялта туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Библиотека заведующийӗ инвалидсен кунне хăҫан паллă тума пуҫланипе паллаштарчӗ, пухăннисемпе тӗрлӗ вăйăсем ирттерчӗ.
И.Николаевăна сусăр ҫын тесе никам та каламасть, юрра –ташша вăл пит ăста, пуххăнисене уҫă сассипе нумайччен савăнтарчӗ.Инвалидсем хушшинче уҫă саслă та юрра юратакансем нумай, пӗрершерӗн те, ушкăнпа та юрларӗҫ вӗсем. Пухăннă инвалидсене паянхи кун нумайччен асра юлтăр тесе пӗчӗк парне парса чысларӗҫ.Ҫавра сӗтел хушшинче ăшă тӗл пулу каҫ ӗнтрӗкӗ ҫапичченех тăсăлчӗ. Пурте тулли кăмăлпа саланчӗҫ килелле.
Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа