Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Анне кулли – хӗвел шевли!» литературảпа музыка композицийе

21:26 29 ноября 2015 г.

 

 Пирĕн çĕршывра ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ  - Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1998 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн - Анне кунĕ.

Анне… Çын хăйĕн пурнăçĕнче  çак сăмаха пĕрремĕш калать. Тĕнчери мĕн пур чĕлхепе вăл çепĕç те ачаш, хумхануллă та илемлĕ илтĕнет. Эпир аннесене пур енĕпе те тав тума тивĕçлĕ.  Анне – пирĕн пурнăçăн пуçламăшĕ, чи ăшă та çепĕç пăхакан, юратакан чĕреллĕ, ăшă алăллă, çав вăхăтрах тĕлĕнмелле çирĕп вăй-халлă. Унăн чĕринче – вĕçĕ хĕррисĕр юрату, канăçсăрлăх тата каçару.

Аннесене халалласа  Мảнҫырмари культура  çуртĕнче «Анне кулли – хӗвел шевли!» литературảпа музыка композицийе иртрĕ. Малтанах Мӑнҫырма  ял  тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.Н. Романов,Вӑрмар район Пухӑвӗн депутачӗ Г.И.Егоров тата Мăнçырма ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ,  ял депутачӗсен председателӗ В.Д.Николаев   саламлӑ сӑмахсемпе тухса калаҫрӗҫ.   Ачасемпе  ялти культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ юрă-ташăпа  савăнтарчĕ. Аннесем тӗрлӗ конкурссенче хутшảнчӗҫ, вӗсем пурте пултаруллӑ пулчӗҫ. Малалла уяв, сӗтел хушшинче тảсảлчӗ, аннесене пӗчӗк парнесем парса чысларĕҫ. Ҫавра сӗтел хушшинче хảнасемсем юрả хыҫҫảн юрả шảрантарчӗҫ. Ҫакнашкал уява ирттерме  пулӑшнӑ спонсорсене Н.Н. Романова,  Г.И.Егорова, В.Д.Николаева  тата культура ӗҫченӗсене ял ҫыннисем чунтан тав турӗҫ.

Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика