13:37 25 апреля 2015 г.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе
Эс чи пахи, эс – чун уççи
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
Чĕрене пырса тивмелле çепĕç вǎл, чǎваш чĕлхи. Хǎйсене хисеплекен кирек мĕнле халǎх та хǎйĕн тǎван чĕлхине пысǎк пуянлǎх вырǎнне хурса хаклать.
Иван Яковлевич Яковлев çуралнǎ куна, апрелĕн 25- мĕшĕнче,1992 мĕш çултанпа Чǎваш чĕлхин кунĕ тесе палǎртма йышаннǎ. Ҫак куна халалласа Мăнçырмари ял библиотекинче "Чĕлхем, эс чĕрĕлĕх çăлкуçĕ" литература сехече иртрĕ. Унта кĕçĕн классри ачасем хутшǎнчĕç. Ачасем И.Я.Яковлев калавĕсемпе паллашрĕç. П.Хусанкай, А.Савельев-Сас, Ухсай Яккăве çырнă сǎвǎсене пăхмасăр каларĕç. Тăван чĕлхе çинчен ваттисем, паллă çынсем каланă сăмахсене тишкерчĕç. Чǎваш чĕлхи кунне халаланǎ уяв пурне те кǎмǎла кайрĕ.
Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа