Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хастар ветеран - сакăрвуннăра

09:25 26 февраля 2014 г.

Мĕншĕн пурăнать çĕр çинче этем? Мĕн-ха вăл çыннăн пурнăçĕнчи тĕп тĕллев? Çак ыйтусем çине хуравлама ырăран та ырă, сăпайлăран та сăпайлă чăваш хĕрарăмĕн шăпин, пурнăçĕн саманчĕсене палăртса хăварас килет. Этемĕн çĕр çинчи тĕп тĕллевĕ – хăй вырăнне тупса, пĕтĕм кăмăлтан, чуна парса ĕçлесе, халăха, çĕршыва усăллă çын пуласси.

Çакăн пек çынна, Клара Александровна Смеловăна, сумла юбилей ячĕпе саламлама пухăннă та ял халăхĕ Мулкачкасси ял клубне.

Клара Александровна Смелова 1934 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Муркаш районне кĕрекен Çурлатри ялĕнче учитель çемьинче çуралса ÿснĕ.  Ашшĕ, Алексеев Александр Алексеевич, шкулта рисовани тата черчени предмечĕсене вĕрентнĕ. Амăшĕ, Федосия Сергеевна, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Муркаш шкулĕнче пуçламăш класс ачисене ăс панă.

Çын хăйĕн тивĕçне мĕнле пурнăçласа пырасси çынран хăйĕнчен нумай килет. Мĕн ачаранах йывăрлăх тути-масине астивнисем вара нимĕнле ыйту çине те çиелтен пăхмаççĕ.  Акă, Клара Александровна Смелова 31 çул хушши Орининти ял библиотекинче вай хунă. Унăн библиотека сферинче вăй хунă ĕç стажĕ пĕтĕмпе 40 çул. Оринина ĕçлеме киличчен Клара Александровна Муркашри сельхозтехникăра библиотекарь пулса ĕçленĕ, унтан Çурлатринчи ял библиотекинче тăрăшнă. 1956-мĕш çулта Çĕрпÿри библиотека техникумне вĕренсе пĕтерни çинчен ятарлă диплом алла илет. 1961 çулта  библиотекарь пĕлÿне илнĕ специалиста кĕнекисемпе пĕрлех Мулкачкасси ялне ĕçлеме куçараççĕ. Тепĕр чухне Клара Александровна шÿтлесе: «Ман пек пуян хĕр Мулкачкасси ялне килмен те пулĕ. Эпĕ 7000 кĕнекепе, пысăк пуянлăхпа, качча килтĕм»,- тет. Мĕншĕн тесен 1963-мĕш çулта январь уйăхĕнче Мулкачкасси каччипе, Смелов Анатолий Мефодьевичпа пĕрлешсе пĕр çемье çавăраççĕ. Пĕр хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтерсе, пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă Клара Александровнăпа Анатолий Мефодьевич.

1963 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа, 31 çул хушши пĕр улшăнмасăр, Клара Александровна Оринин библиотекинче вăй хурать. Хушнă ĕçе яланах тирпейлĕн, кирлĕ пек туса пыма тăрăшать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тата ун хыççăн та 5 çул хушши ĕçре тăрăшуллисен ретĕнче пынă Клара Александровна. Вăл хăйĕн ĕçне чунтан юратакан культура ĕçченĕ. Унăн ĕçĕсен пысăк пахалăхне тата пултаруллăхне тĕрлĕ дипломпа хисеп грамоти, Тав çырăвĕ çирĕплетет. Ял тăрăхĕнче ирттерекен тĕрлĕ мероприятисенче те яланах хастар хутшăнать хисеплĕ ветеран.  Вăлах театр сцени çинче те, ветерансен хорĕнче те яланах кĕтнĕ çын. «Ĕç ветеранĕ», телейлĕ амăшĕ, юратнă асанне, çепĕç кукамай. Унăн 4 мăнук тата  2 кĕçĕн мăнук. Паянхи кун вăл кĕçĕн ывăлĕн çемьипе, Володьăпа, Наташа кинĕпе тата мăнукĕсемпе пурăнать.

Уяв ячепе Клара Александровнăна саламлама Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.С.Волков, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.Г.Иванов, Муркаш районĕнчи ветерансен пĕрлешĕвĕн ертÿçи М.В.Виноградова, Муркаш районĕнчи культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн ертÿçи Е.И.Налимова, Орининти информаципе культура центрĕн ертÿçи В.А.Васильева, ветерансен «Оринен» халăх хорĕ ячĕпе Е.Ф.Никитина, ачисемпе мăнукĕсем килсе çитрĕç. Оринин ял тăрăхĕнчи КПРФ секретарĕ В.П.Васильев Клара Александровнăн кăкăрĕ çине  «М.В.Ломоносова-330 çул» медале çакса чысларĕ. Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем, чечексем парнелерĕç хăнасем. Вăрăм ĕмĕрĕн пурнăç сукмакĕпе малашне те çирĕппĕн утма тата чун-чĕрери çĕкленÿллĕхпе çирĕп сывлăх, телей, çемьере килĕшÿпе тату пурнăç, юрату сунчĕç.

      Юбилей каçне «Оринен» халăх ветерансен хорĕпе Орининти халăх театрĕн артисчĕсем  илем кÿчĕç.

 

 

Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика