Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Презентация мини-книги И.Д. Вязова «Тӑван ялӑм Атапай» в Адабайской сельской библиотеке

16:18 20 марта 2015 г.

  Раççейре литература çулталǎкĕ пырать. Муркаш районĕнче çыравçǎсем, литературǎпа кǎсǎкланакан нумай.

      Пуш уйǎхĕн 20 мĕшĕнче Оринин ял тǎрǎхне кĕрекен Атапай клубĕнче халǎх йышлǎ пухǎнчĕ. Сǎлтавĕ вара - Иван Дмитриевич Вязовǎн «Тǎван ялǎм Атапай» ятлǎ пĕчĕк кĕнекине презентацилесси. Каласа хǎвармалла, Иван Дмитриевич Вязов – халǎх академикĕ, педагог, вун тǎхǎр çул шкул директорĕнче вǎй хунǎ, ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парас тесе сахал мар вǎй хунǎ. Çавǎн пекех, вǎрçǎ ветеранĕ. Фронтра минометчик пулнǎ. Тивĕçлĕ канǎва тухсассǎн краеведенипе статьясем çырма тытǎннǎ. Район хаçатĕнче  унǎн статьисем час-часах пичетленсе тǎраççĕ.

    Часах, акǎ, Аслǎ Çĕнтерÿ 70 çул çитнине уявлатпǎр. Ветерансене,  тыл ĕçченĕсене тимлĕх уйǎрасси вара – пирĕн кашнин тивĕçĕ.  Паянхи литература каçне те Атапай клубне пухǎннǎ Тǎван çĕршывǎн Аслǎ вǎрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене «Тǎван çĕршывǎн Аслǎ вǎрçинче çĕнтернĕренпе -70 çул» юбилей медалĕсене  парса чысланинчен пуçларĕç. Пухǎннисене Оринин ял тǎрǎхĕн  пуçлǎхĕ Александр Сергеевич Волков, Оринин ял тǎрǎхĕн Ветерансен Канашĕн ертÿçи Валерий Иванович Вязов, Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлǎхĕ Зоя Юрьевна Дипломатова тав сǎмахĕсем каласа саламларĕç.

   Уява пултаруллǎ Венера Апполоновна Васильева ертсе пычĕ. Иван Дмитриевич Вязов пурнǎçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Е.В. Захарова, Оринин ял библиотекин заведующийĕ каласа пачĕ. Уява академикпа пĕрле мǎшǎрĕ, Вячеслав ывǎлĕ, Матрена йǎмǎкĕ, Павел племянникĕ килчĕç. Вячеслав Иванович ашшĕ мĕнле ырǎ çын пулнине каласа пачĕ,  Иван Дмитриевич хǎйĕн çемьипе Апаш ялĕнче савǎнса пурǎннине пĕлтерчĕ. Атапай шкулĕн вĕренекенĕсем, М. И. Колбасова (чǎваш чĕлхипе литература учителĕ) ертсе пынипе, пухǎннисене И. Д. Вязовǎн  «Тǎван ялǎм Атапай» поэмипе паллаштарчĕç. Светлана Германовна Вязова вара (пуçламǎш классен учителĕ) Атапай ялĕ çинчен каласа пачĕ, Иван Дмитриевичǎн сакǎр йǎх таран пухнǎ пурнǎç несĕлĕпе  паллаштарчĕ.

     Уяв каçĕн иккĕмĕш пайĕнче Тǎван çĕршывǎн Аслǎ вǎрçинче çĕнтернĕренпе -70 çул çитнине халалласа «Орин ен» ветерансен халǎх хорĕ пухǎннисене илемлĕ концертпа савǎнтарчĕ.  Л.В. Родионова Н. Терентьевǎн «Çĕпĕр дивизийĕ» спектакльти «Амǎшĕн монологне» вуласа пачĕ. Ǎна итлесе ватǎ кинемейсем чунтан хурланса куççулĕсене шǎлчĕç. «Шуракǎш» юрǎпа ташǎ ансамблĕн ташǎ ушкǎнĕ хǎйĕн илемлĕ ташшисемпе куракансене тыткǎнларĕç. Надежда Иванова, Елена Никитина, Николай Иванов, Владимир Александров шǎрантаракан юрǎсене уйрǎмах хапǎл туса кĕтсе илчĕç куракансем. Юлашкинчен Иван Дмитриевич тǎванĕсемпе, уява хутшǎнакансемпе пĕрле асǎнмалǎх сǎн ÿкерттерчĕ,  хǎйĕн кĕнекине парнелерĕ.

Екатерина Захарова, Оринин библиотеки

Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика