Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мулкачкасси ялĕнче пурăнакансен ял уявĕ иртрĕ

13:03 04 августа 2014 г.

Ял уявне тӗплӗн хатӗрленчĕç мулкачкассисем. Кил-таврашри, урамри çÿп-çапа пуçтарса, вӗлтӗренсене çулса тирпейлерĕç. Çурла уйăхĕн 2 мĕшĕнче, уяв кунĕ çитсен, ял варринче вырнаçнă клуб умнелле васкарӗҫ.

Уяв программине ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Александр Сергеевич Волков уçрĕ, пурне те çирĕп сывлăх, савăк кăмăл сунчĕ, тивĕçлисене хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Çавăн пекех  уяв ячĕпе депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи – В.И.Вязов, ял старости В.А.Калинин,  депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.Г.Иванов килнӗ хăнасене, ял-çыннисене «Ял уявӗ» ячӗпе саламларӗç. Çак ялтах пурăнакан И.А.Ершова пухăннисене Мулкачкасси ял историйĕпе паллаштарчĕ.

 Çавàн пекех уява пухàннисем пурте тутлà шашлыкпа, вĕри шÿрпепе сàйланма пултарчèç. Ачасене савăнăçлă пултăр тесе Лапкас ялĕнче çуралса ÿснĕ М.А.Игнатьев предприниматель батут вырнаçтарчĕ.  Ачасен хаваслă кулли тахçанчченех янрарĕ. Уява пуçтарăннă халăха Москакассинчи культура çурчè çумèнчи «Шур аппа» фольклор ансамблĕ, Шупашкар районĕнчи Çÿлтикассинчен килнĕ «Палан» ушкăнсем, Николай Ключников артист хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчèç.

Уяв пĕтемĕшле савăнăçлă та àнàçлà иртрĕ. Уява йěркелесе ертсе пыракансене тав сăмахě каласа саланчě ял-йыш.

 

Мулкачкасси клуб-библиотека ертÿçи А.А.Налимова

 

 

Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика