Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Култура ĕçченĕсен конкурсĕ

13:43 28 марта 2016 г.

      Республика шайĕнче кăçал çамрăк культура ĕçченĕсен конкурсне Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче мартăн 23-мĕшĕнче туса ирттерчĕç. Çак конкурса Москакасси культура Çуртĕнче «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн пултарулăх ертÿçи Радимир Семенов хутшăнма кăмăл турĕ. Ăна пулăшаканĕсем «Шуçăм» ушкăнĕ пулчĕ.

      Асăннă кун çак ушкăн Шупашкар хулине çул тытрĕ. 12 конкурсант виçĕ тĕрлĕ номанаципе хутшăнчĕç. «Чи пултаруллă çамрăк культура ĕçченĕсем» улттăн пулчĕç. Паллах, кашни конкурсант хăйне евĕр хатĕрленсе килнĕ. Радимир Семеновпа сцена тулли артистсем тухсан, жюрире ларакансем пÿрне хуçса миçе çын тăнине шутласа ларчĕç. Питех те илемлĕ сăнласа пачĕç Радимирăн ĕçне «Шуçăмсем». Сцена çинчен ансан, ун йĕри - тавра кореспондентсем чупкалама пуçларĕç. Пĕри радио çине, тепри хаçат çине çырма интервью илсе тăчĕç Радимиртан. Тепĕр конкурс вара пултаулăх конкурсĕ пулчĕ. Кунта та москакассисем пĕртте намăс курмарĕç. Малтанах Радимир «Кăвак çеçпĕл» юрăна Евгений Тимофеевпа тата Валерий Голубевпа илемлĕн те çепĕççĕн шăрантарчĕ. Ун хыççăн «Тапăртатса ташлар-и?» юрăпа ташă сюитине ăста лартса пачĕç. Залра ларакансем вара тăвăллăн алă çупса артистсене хавхалантарса тăчĕç.

      Пĕтĕмлетĕве вара, Çĕрпÿ хулинчи культура Çуртĕнче, культра ĕçченĕсен кунĕнче пĕтĕм республикăри ĕçченсем умĕнче палăртрĕç. Кунта Чăваш Республикин культура министрĕ, К.Г. Яковлев пĕтĕм культура ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ. Ĕçре пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ăнăçу сунчĕ. Çак сăмахсем ахалех пулмарĕç. Кăçалхи çул Республика шайĕнче культура ĕçченĕсем хушшинче тĕрлĕ енлĕ конкурсем туса ирттерчĕç. Çак конкурсенчен «Чи лайăх культура ĕçченĕ» конкурса Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Галина Голубева та хутшăнчĕ. Пирĕн районтан вара виçĕ тĕрлĕ номинацине хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç пирĕн культура ĕçченĕсем.

      Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева 50000 тенкĕне тивĕçрĕ. Р. Семенов «Чи çамрăк культура ĕçченĕ» конкурсра 3-мĕш вырăна тухса, диплом тата хаклă парне илме тивĕçрĕ. Çак тивĕçлĕ парнесене пĕтĕмпех культура министрĕн аллинчен илме тивĕçлĕ пулчĕç çĕнтерÿçĕсем.

      Пирĕн Муркаш районĕн ĕçченĕсем чи маттуррисем пулчĕç тесе калас килет, мĕншĕн тесен чи нумай çĕнтерÿçĕ, тĕрлĕ номинаципе Муркаш районĕ малта пулчĕ. Малашне те çавăн пек хастаррăн ĕслесе пыма, культура ĕçченĕсене ăнăçу сунса, çирĕппĕн малалла утма тулли вăй-хал сунас килет.

 

Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Голубева.

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика