13:39 27 июня 2014 г.
Москакассинчи информаципе культура центрĕнче июнĕн 25 - мĕшĕнче Оренбург облаçĕнчи Грачевски районне кĕрекен Верхнеигнашкино культура Керменĕнчи «Нарспи» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пуян та илемлĕ концерчĕпе Москакасси тăрăхĕнче пурăнакан халăха савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те.
Пирĕнтен 700 çухрăм аякра пурăнакан чăваш халăхĕ чăваш йăли - йĕркине упраса хăварассишĕн мĕн тери тăрăшса ĕçлени куçкĕретех пулчĕ куракансемшĕн. Мĕн тери илемлĕ шăрантарчĕç эпир пачах та илтмен чăваш юррисене, ташшисем те пирĕншĕн çĕнĕлĕх пулчĕç. Çак ушкăнра пачах та чăвашла пĕлмен артистсем те пулчĕç, анчах та чăвашла питĕ илемлĕ юрларĕç. Куракансем кашни юрлакан -ташлакана чылайччен тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Питех те интереслĕ пулчĕ çак концерт программи пуриншĕн те.
Çак концертра Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н.Тимофеев, культура пайĕн ертÿçи Е.Г.Чернова, культура пайĕн специалисчĕсем, Москакасси ял тăрăхĕн тата Верхнеигнашкино ял тăрăхĕн ертÿçисем А.Н.Матросов тата Н.А.Грачев хутшăнчĕç.
Концерт вĕçленсен район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н.Тимофеев халăх умĕнче çак пултаруллă ушкăна тав сăмахĕ каларĕ. Муркаш районĕнчи тата Оренбург облаçĕнчи чăвашсен туслăхĕ çирĕпленсех пытăр терĕ.
Çавăн пекех Москакассичи ял тăрăхĕн А.Н.Матросов тата Верхнеигнашкино ял тăрăхĕн Н.А.Грачев ертÿçисем те сăмах илчĕç. Вĕсем пĕр - пĕринпе яланах туслă çыхăну тытма сăмах пачĕç тата пĕр - пĕрне асăнмалăх парнесем парса саламларĕç.
Юлашкинчен, Чăваш Республикинче 2014 - мĕш çулта çамрăк юрăçсем хушшине ирттернĕ конкурсăн 1 - мĕш степеньлĕ лауреачĕ Дарья Макарова Оренбургран килнĕ артистсене тата куракансене «Чăваш Ен» тата «Ты живи Россия» юрăсемпе саламларĕ.
Питех те кăмăллă иртрĕ çак тĕл - пулу. Чăваш йăли - йĕркипе хăнасене кафере тулли кĕрекене йыхравларăмăр. Кунта та савăнăçлă уяв малалла тăсăлчĕ. Чылайччен юрласа - ташласа пĕр - пĕрне савăнтарчĕç артистсем. Аякри хăнасене «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ тата «Муркаш» халăх фольклор ушкăнĕ чыслăн кĕтсе илсе инçе çула каялла ăсатрĕ.
Культура пайĕн ертÿçи Е.Г.Чернова тепĕр хутччен «Нарспи» фолклор ушкăнне Муркаш районĕн халăхне савăнтарнăшăн пысăк тав сăмахĕ каласа тав турĕ, каялла çитме телейлĕ çул сунчĕ, çакăн пек тĕл - пулусем татах ирттерме шантарчĕ. Пĕр - пĕринпе туслашма ĕлкĕрнĕ артистсем куççульсене шăла - шăла уйăрăлчĕç çакăн пек тĕл - пулуран.
Раççĕйĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чăвашсем пĕр -пĕринпе тĕл пулни, чăвашлăха пĕтĕçтерсе тăрать. Çапла пултăрччĕ яланах. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Г.Голубева
Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики