Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Çăлкуç" Вомпăкассинче

10:12 06 марта 2016 г.

«Çăлкуç» пултарулăх ушкăн пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вомпăкасси ялĕнче хăнара пулчĕ. Хăтлă та ăшă ял клубĕнче халăх чылай пуçтарăннă. Çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа клуб ĕçченĕсем кунта ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Çав тери маттур иккен ку тăрăхри хĕрарăмсем: вĕт шăрçаран, тĕрĕ çиппинчен тĕрленĕ картинăсем, çăм тата пасар çиппинчен çыхнă тĕрлĕ чăлха-пушмак, тĕрленĕ ал шăллисем тата тем-тепĕр ăсталанă ылтăн алăсем.

Артистсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç, кашни юрра-ташша, сăвва-шÿте тăвăллăн алă çупса хавхалантарса тăчĕç. Кунта пуçтарăннă çынсене уйрăмах Владимир Кузнецовпа Александр Обручниковăн юррисемпе шÿчĕсем, Андреева Галинăпа Валентина Грачёва, Валентина Шадринăпа Людмила Охлина шăрантаракан юрăсем, Ирина Осипова чуна пырса тивмелле вуланă сăвăсем, Зинаидăпа Василий Пузырёвсем, Любовь Сергеева тыткăна илмелле юрланă юррисем кăмăла кайрĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕ ташша тухсан вара нумайăшĕ чăтса лараймасăр пĕрле ташша яра пачĕ. Концерта питĕ шайлашуллă Анжелика Угарова ертсе пычĕ, вăл хĕрарăмсене ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунса илемлĕ сăвăсемпе савăнтарчĕ. Надежда Кондукторова, илемлĕх ертÿçи, купăспа калама кăна мар, ташлама та пултарнинчен вара çынсем тĕлĕнсех кайрĕç. Ăна тăваллăн алă çупса хавхалантарчĕç, тав сăмахĕсем каларĕç.

Çакăн пек ăшшăн иртрĕ Вомпăкассинчи тĕлпулу.

Катькасри культура Çурчĕн ертÿçи Ирина Осипова

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика