19:13 01 июня 2015 г.
Катькас халăхĕ Ял уявне 1989 çулта ирттерме пуçланă. Троица çитсессĕн ял халăхĕ уяв ирттерме кану паркĕнче пуçтарăнать. Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ спорт вăййисенче хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксемпе вăй питти арçынсем волейболла выляççĕ, турник çинче вăй виçсе туртăнма пултараççĕ, шашка-шахматла та выляма пулать. Ача-пăча пĕрене çинче михĕпе пĕр-пĕрне çапса ӳкерме тăрăшса çĕнтерӳçĕ пулма васкать. Кăçалхи çул ача-пăчана савăнма тата батут пулчĕ. Уява пухăннă халăх ĕлĕкхипе хальхи ял пурнăçне сăнласа паракан тĕрлĕ стендсемпе паллашрĕ. Вĕсене Петров Алексей ял историйĕпе интересленекен тата ялти культура ĕçченĕсем хатĕрлерĕç.
Чăваш йăлине асра тытса уява çăкăр-тăварпа пуçларăмăр. Ял халăхне Алевтина Егоровăпа Зоя Угаровăн килте вĕретнĕ сăрипе сăйларăмăр. Уяв ячĕпе В.Н. Волкова ял депутачĕ, Э.К. Бахмисов Чăваш Наци конгресĕн членĕ, «Чăваш ялĕ» ятлă комитетăн ертÿçи, В.В. Сапожников республикăри пенсионерсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи саламларĕç.
Кăçалхи уяв Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тунăранпа 70 çул çитнине тата Литературăпа К.В. Иванов çулталăкне палăртса иртрĕ. Шкул ачисемпе пĕрле «Çăлкуç» фольклор ушкăн Аслă Çĕнтерĕве халалланă «Тухас çук асăмран нихçан, чĕрене кĕрсе юлнă суран» литературăпа музыка композицийĕ хатĕрлерĕ. Вăрçă хирĕнче пуç хунă салтаксене, вăрçаран таврăнсан йывăр сурансене пула вăхăтсăр çĕре кĕнисене, ветерансене асăнса пĕр минут ура çине шăп тăрса асăнтăмăр.
Уявра «Çăлкуç» фольклор ушкăн концерчĕ, Катькасри пуçламăш шкулта вĕренекенсен ташшийĕсем халăхăн кăмăлне çĕклерĕç. Çурлатăрринчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» эстрада ушкăнăн концертне халăх пăхса савăнчĕ. Вĕсем халăх чун-чĕрине хаваслă юрăсемпе тыткăнларĕç. Кăмăл тăвакансем юрланă вăхăтра ташларĕç. Раиса Аксяндарова вара уява тĕрлĕ шÿтсемпе пуянлатрĕ.
Ял пурнăçĕн ĕçĕнче активлă пулнă çынсене Катькас ял тарахĕн администрацийĕ ячĕпе тав çырăвĕсем парса чысларăмăр. Ял халăхĕ валли техĕмлĕ шÿрпе пĕçерекенсене – Наташа Матвеевăна, Леонид Юлина, Валерий Ямангеева, спорт ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене, уява активлă хутшăннă ача-пăчана парнесем парса хавхалантартăмăр.
Уяв ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшакан ял-йыша, çавăн пекех пирĕн спонсора «Чувашиякурорт» санаторин генеральнăй директорне, Госсовет депутатне Н.Г. Ванеркина чĕререн тав тăватпăр! Пурне те, пурне те пысăк тав!
А.Угарова
Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики