Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мускавран та канма килнĕ

11:34 23 июня 2014 г.

 

 

Ильинкăри кану çурчĕ Атăлăн сылтăм енче илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Вăл 1923 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Ильинка сали çывăхĕнче Чăвашстрахкассăн укçи-тенкипе ĕçлеме пуçланă. Кану çурчĕ çирĕммĕш ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕччен тытăнса тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче "Ильинский" кану çурчĕ правительство пĕлтерĕшне тивĕçнĕ.

30-мĕш çулсенче канакансем кану çурчĕн сарлака та илемлĕ аллейисем тăрăх çÿреме юратнă. Вĕсем ташă-юрăра ăста пулнă, спортра хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Кану çурчĕ йĕри-тавра ешĕл вăрман кашланă. Инçех мар çамрăк юманлăх ешернĕ. Ăна 19 ĕмĕрте паллă вăрманçă, ăсчах Б. Гузовский лартнă. Ватă çынсем каласа панă тăрăх Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче кану çуртĕнче Мускаври правительство чиновникĕсен çемйисем çулталăкĕпех пурăннă. Çакăн çинчен ĕнтĕ чăваш писателĕ Леонид Агаков "Салтак ачисем" повеçре çырса кăтартнă.

Вăрçă хыççăн совет халăхĕ кану çуртне канма çÿреме пуçланă. Çамрăксем гитарăпа юрлама юратнă. Çавăн пекех канма килнĕ çынсем баянпа аккордеон кĕввипе савăнсах юрласа ташланă. 

Кану çуртĕнче канакансем хушшинче ташă, юрă конкурсĕсем, спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ. Çак мероприятисене çынсем активлă хутшăнни, вĕсем чун-чĕререн савăнма пĕлни халĕ çамрăксене тĕлĕнтерет те пулĕ.

Чи чаплă, пĕлтерĕшлĕ мероприятисем Атăл хĕрринче иртнĕ. Хăнасене теплоходсем çинчен яланах çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Канакансене кĕтсе илекенĕ пирĕн тăрăхри паллă фотограф Зоя Григорьевна Горшкова пулнă. Вăл яланах чăваш тумне тăхăннă. Теплоходсем çинчен анакансем яланах унпа пĕрле сăн ÿкерчĕксем тунă.

Чылай çул "Ильинский" кану çуртне Николай Никонович Семенов ертсе пынă. Вăл канакансемпе тĕрлĕ концертсем хатĕрленĕ те "Хлебороб" колхозăн бригадисем умне тухнă.

Атăл хĕрринче 1978 çулта ÿкернĕ "Вторжение" кинофильма асăнмасăр хăварма юрамасть, çак илемлĕ кинофильмра Ильинка шкулĕнче вĕренекен ачасем Владимир Ляченков, халĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, тата Сергей Волгин, халĕ отставкăри майор, ÿкерĕннĕ.

Шел, ку ĕçсем иртнĕ ĕмĕрте пулнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн Атăл хĕрринче пачах та урăхла. Пăрахут сасси илтĕнмест, пристань те çук.  Кану çурчĕ вырăнĕнче халĕ - ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерь. Ячĕ кăна улшăнмасăр юлнă - "Ильинский".

 Е. Таймаскина вĕрентекен тата С. Яртеева вĕренекен.

Территориальный отдел "Ильинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика