Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чыс та мухтав аслă ăрури ḉынсене»

08:59 16 октября 2020 г.

Авăн уйăхĕн 25 – мĕшĕнчен пуḉласа юпа  уйăхĕн 28 – мĕшĕччен «Чыс та мухтав аслă ăрури ḉынсене» уйăхлăх иртет. Ḉак вăхăтра тĕнчипех аслă çулти чи ăслă та маттур асатте-асаннесене, кукамайсемпе кукаçисене чысламалли тапхăр. Çак уява халалласа Хуракасси культура ḉуртĕнче аслă ÿсĕмри юлташăмăрсен ячĕпе мероприяти пулчĕ. Палăртмалла, йĕркелÿçĕсем, Светлана Данькова культорганизатрпа Светлана Ашуркина клуб ертӱḉи çак уява паянхи лару-тăрупа килĕшÿллĕн тата пур хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ирттерчĕç. Кунта пыма кăмăл тунисене чăн пирваях çак кун ячĕпе Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.А.Кольцова, аслă ḉулти ḉынсемпе ĕḉлекенĕ Л.П. Доброва ăшă та чуна çывăх ырă сăмахсемпе саламласа канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх, çемье ăшши сунчĕç. Яланах пĕр май чирлемесĕр савăнăçлă кăмăлпа пурăнмалли пирки каларĕç. Уява пухăннисене Хуракасси культура ḉуртчĕ ḉумĕнчи «Телей» тата «Незабудки» ушкăнсем, Кĕчкей вулавăш ḉумĕнчи «Туслăх» ушкăн тĕрлĕ илемлĕ юрăсем шăрантарса саламларĕç. Ḉавăн пекех çамрăк чухнехине аса илтерсе савăнăçлă туйăм парнелерĕç. Хуракасси ялĕн культура ĕçченĕсем уява çитеймен сакăр вуннăран иртнĕ ватăсене маларахри кунсенче килĕрен киле çÿресе саламларĕç. Ятарласа вĕсен ячĕпе тунă чечек çыххипе савăнтарчĕç, пурне те ырă кăмăл парнелесе хаваслантарчĕç.

Аслă ÿсĕмри юлташăмăрсем хăйсем патне питĕ пысăк тимлĕх уйăрнишĕн, хисепленишĕн чунтан хĕпĕртерĕç, тав сăмахĕсем калама та манмарĕç. Çакна вĕсен сăн-питĕнчи ăшă йăл-кулли те яр уççăнах çирĕплетет, йĕркелÿçĕсене малалла хавхаланупа ĕçлеме хавхалантарать.

Эльбарусовский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика