Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш ячĕ-чапĕ çĕклентĕр

13:21 25 апреля 2017 г.

 

Чăваш ячĕ-чапĕ çĕклентĕр!

 

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкартан Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялне пысăк делегаци кайса килчĕ. Патриархăмăр çуралнă ял пĕтĕм чăваша хăй хăвачĕпе туртнă та, туртать те. Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин специалтст-эксперчĕ Алексей Иванович Грачев ертсе пынипе Иван Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине уявлама Кăнна Кушкине ЧНК хастарĕсем, Сĕнтĕрвăри районĕнчи «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕхĕн ертӳçи Андрей Геннадьевич Кузнецов,  Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуç культура çурчĕ çумĕнчи  пуллтаруллăх ушкăнĕсем пулчĕç.

Кăнна Кушкисем пире ялти шкулта  тутарла,чăвашла, вырăсла каласа чак-чакпа, çăкăр-тăварпа, сăрапа хапăл туса кĕтсе илчĕç. Иван Яковлевич Яковлев асăну митингĕнче шкул ачисем сăвăсем вуларĕç, аслисем чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки, Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн эткерлĕхне упраса хăварасси çинчен калаçрĕç.  Шкул картишĕнчи И.Я. Яковлев палăкне пуç тайса чечексем хунă  хыççăн, пурте Аслă Вĕрентекенĕмĕр музейне кĕрсе куртăмăр. Музей директорĕ Алексей Пыркин ирттернĕ экскурсине эпир  тимлĕн итлерĕмĕр. Кăнна Кушкинче çуралса ÿснĕ пултаруллă паллă ентешĕсен ĕç-хĕлĕпе пурнăçĕ çинчен тĕплĕн, хавхалануллăн каласа кăтартнăшăн тав турăмăр. Пирĕң ушкăн И.Я.Яковлев çуралнă çурт вырăнĕнче лартнă мемориал комплексĕ умĕнче те чарăнчĕ. Унта та чĕрĕ чечексем хутăмăр, часавая кĕрсе Аслă Вĕрентекенĕмĕршĕн çуртасем лартрăмăр.

            Кăнна Кушкинчи Культура çуртĕнчи халăх чăвашран килнĕ хăнасене хапăл туса йышăнчĕç. Чăн та, тĕлĕнмелли самай пулчĕ хальхинче Кăнна Кушкисемшĕн. «Юрă пурнăç телейĕ» концерт программине паллă юрăç Андрей Кузнецов тата Сĕнтĕрпуç ялĕнчи кĕçĕн классене вĕрентекен  Ольга Ларионова ертсе пычĕç. «Сĕнтĕр» халăх фольклор тата  хĕрарăмсен «Ĕмĕт» ушкăнĕсем  халăх юрри-ташшипе паллаштарчĕç, çамрăксен «Салампи» ансамблĕ çĕнетсе илемлетнĕ чăваш халăх юррисемпе савăнтарчĕ.  ЧНК хастарĕ, паллă юрăçи  Андрей Кузнецов  тăванлăх, кӳршĕсем  çинчен калакан илемлĕ юррисемпе тыткăна илчĕ кунти чăвашсене.Петр Беловпа Елена Арсентьева хăйсем çырса илемлетнĕ юрăсемпе тĕлĕнтерчĕç. Иван Яковлев çуралнă кунне халалланă уява пурте юрласа, ташласа тулли кăмăлпа вĕçлерĕç.

 

                                     Соловьева Галина Васильевна Сĕнтĕрпуç культура çурчĕн ертӳçи.

Большешигаевский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429585, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Большое Шигаево, ул. Центральная, 4
Телефон: 8(83542) 36-2-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика