Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çěнě Мăрат шкулěнче Раççей паттăрěсене, вăрçăра пуç хунисене чысласа волейбол турнирě иртрě

08:43 12 декабря 2016 г.

Çěнě Мăрат шкулěнче Раççей паттăрěсене, вăрçăра пуç хунисене чысласа волейбол турнирě иртрě. Тупăшу пуçланас умěн шкул ачисемпе вěренткенсем линейкăна пухăнчěç. Шкул директорě Альберт Борисов спортсменсене ăнăçу сунчě. Тăван çěр - шыва хӳтěлесе хăйсен пурнăçне шеллемен паттăрсене аса илчě вăл. Паянхи кун мирлě пурнăçпа савăнмалли çинчен, мěн пуррине, туслăха-тăванлăха упрамалли çинчен аса илтерчě. Кирлě пулсан вара тăван çěр-шыва хӳтěлеме хатěр пулмаллине каларě. Тăван çěршěн кěрешӳре куç хупнă паттăрсене асăнса пурте шăп тăчěç. Шкул каччисем - çамрăк гвардеецсемпе активистсем - ялти палăк умне асăнса гирлянда хучěç. Çěкленӳллě марш кěввипе кěçěн классенчи ачасем ташлама тухсан пурте хăпартланчěç. 

Спортсменсен ушкăнěсемпе директор çумě паллаштарчě. Пурě турнирта 4 ушкăн вăй виçрě – хěрсен тата каччăсен ушкăнěсем, вěрентекенсен тата ачасен ашшě-амăшěсен ушкăнěсем. Волейбол выляса чылайччен ăмăртрěç пухăннисем. Куракан ачасем вара туссемшěн, амăшěсемпе вěрентекенěсемшěн хěрсех ал çупрěç. Тупăшура чи вăйлисем каччăсем пулчěç. Иккěмěш вырăна хěрсен ушкăнě çěнсе илчě. Вěрентекенсем те ачасенчен каях юлмарěç, 3-мěш вырăна тивěçрěç. 

Турнир вěçленсен шкул директорě пурне те хастар пулнишěн тав турě, парнесемпе тата грамотăсемпе хавхалантарчě. Малашне те çакнашкал ăмăртусем иртессе пěлтерсе пурне те хастар пулма йыхравларě

Тугаевский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Комсомольского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика