Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паллашăр: поэт юбиляр - Вирьял Юрий Петрович

13:20 16 августа 2016 г.

Вирьял Юрий Петрович (чăн хушамачĕ Петров), — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1967). ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1993).

1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă.

1961 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне, 1968 çулта А. М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вĕренсе тухнă. «Пионер сасси» хаçатăн, «Тăван Атăл» журналĕн редакциĕсенче, чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ.

Юрий Вирьялăн нумай сăвă пуххи пичетленсе тухнă. Вăл ача-пăча валли, юрăсем валли сăвăсем çырнă. Çавăн пекех нумай чĕлхерен чăваш чĕлхинесăвăсене куçарнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Сенкерленчĕ шуçăм. Юрăсем» (1962);
  • «Çăлтăрсен вăййи» (1975);
  • «Туслăх асамачĕ» (1985).

«Шăпчăк юрриллĕ кĕтес» кĕнекинче чаплă поэтăмăрăн Тăван Çĕршыв, ĕçпе мир тата юратупа туслăх çинчен çырнă сăввисемпе тата поэмисемпе паллашма пулать. Сăмахран: «Тăван тавралăх» сăвăри йĕркисем:

                                                                                    Илемлĕ эс, тăван тавралăх,

                                                                                    Хирте тырпул саралнă чух,

                                                                                   Çĕнелнĕ чух çуралнă ялăм,

                                                                                   Çынсем ĕçе васканă чух.

«Ырми-канми çăлкуç» кĕнекинче поэт совет халăхĕн паянхи пурнăçне, ĕçне-хĕлне кăтартса парать. Ку кĕнекене Ю.Петров-Вирьял çуралнăранпа аллă çул тултарнă май тухнă. Паллашăр, «Çĕршывăм» сăвăри илемлĕ йĕркисемпе:

Çĕршывăм

Çĕршывăм!

Мухтанатăп çуралнишĕн

Сан ытамун тивлетлĕ ăшшинче.

Телей те, вăй-хăват та пилленишĕн

Мана эс аслă халăх çемьинче.

«Туслăх асамачĕ» кĕнеки те Тăван çĕршыв, мир, юратупа туслăх темисене уçса парать.

«Телей çăлтăрĕ» сăвăри йĕркесене вуламасăр май çук:

Юратсассăн, çут тĕнче епле хитре,

Вылянать-çке ăшă кулă сăн-питре.

Варкăш çил те сан аллу пек туйăнать,

Çÿл тупе те сан кĕпÿ пек курăнать.

Чаплă поэтăмăр 1993 çулта Шупашкарта авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ

Аслă Çĕрпÿел ял библиотекинче поэтăмăр çинчен  «Чун çунатлă, кăмăл ырă,- Çĕнелет çĕршыв, тĕнче…» ятлă кĕнеке выставкинче тĕплĕнрех паллашма пулать.  Пурне те библиотекăна Вирьял Юрий Петрович пултаруллăхĕпе паллашма йыхравлатпăр!

Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика