Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Литературăллă Чаваш Ен: вулакан тĕпелĕ, шухăшĕ.

16:37 29 апреля 2016 г.

   Александровка ял библиотеки “Литературăллă Чăваш Ен чи лайăх вуланакан кĕнеке” акции-конкурса çулленех хутшăнать  Акци  вăхăтĕнче вулавăшра ĕçлекенсем республикăри конкурса хутшăнакан кĕнекесемпе анлăн паллаштараççĕ, вулакансемпе тĕрлĕ мероприятисем иртереççĕ. Çапах та эпĕ, библиотекарь пулнă май,  чи пахи – вулаканăн шухăшĕ, кăмăл-туйăмĕ тесе шутлатăп. Ача-пăча - ача куçĕпе, аслăрах çынсем вара тата та тарăннăн хак параççĕ Чăваш Ен писателĕсем çырнă хайлавсене. Паллашар-ха вĕсемпе:

  Геннадий  Максимов çырнă  повеçсем, пире, ялта пурăнакансене, уйрăмах çывăх. Эпĕ унăн тăватă кĕнекипе те паллашнă. Унăн хăйлавĕсенче - тăван халăхăн, чăваш ялĕн шăпи, паянхи куншăн пĕлтерешлĕ сăнарсем,ĕçсем. .

   Геннадий Максимов çырнă “Вăхăта парăнман юрату”кĕнекери “Атăлти хĕрессем”повеçе вуласа тухсан, нумай вăхăт хушши шухăша кайса лартăм . Чăннипех те, питех те  чуна ыраттаракан темăна хускатнă автор.

   Кашни ялăн хăйĕн пурнăçе, хăйĕн çыннисем. Апла пулсан, та кашни ялтах пĕр пек çынсем пур.Х арсăр та маттуррисем, телейпе савăнăçа кÿрше-аршăпа пайлакансем те ĕçкепе иртехекенсем те тĕл пулаççĕ. Çав вăхатрах, çын япăхтарах пурăнсан, вăрçăнсан – савăнакансем.те. Ахальтен каламан ĕнтĕ халăхра : «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле, - тесе.

    Повеçăн тĕп геройе – Николай Павлович Платонов. Вăл вăрçа нушине тÿснĕ çын.Вăл ĕмерепех шкулта ĕçленĕскер, темле йывăрлăха та чатма хатĕр. Николай Павлович –  тÿрĕ чунлă: шурра шурă, хурана-хура ăнлава тĕпе хурать.Хăй çуралнă вырăна шутсăр юратать,хисеплет . Мăшарĕ пурнăсран уйрăлса кайсан та хăш-пĕр арсын пек ĕçке ермест, выльăх-чĕрлехне те усрать, пахча-çимĕçне те ÿстерет .Пурнăç хура-шурне чылай тÿссе ирттернĕскер, малашлахпа пурăнать, йывăр пулсан та малаллах талпăнать.Авалхи йăла-йĕркене те çирĕп тытса пырать. Ачисем ÿссе çитĕнне пулсан та , тивĕçлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшсах тарать. Айлăмкас çĕрĕпе масарне Атăла тивĕслĕ чыспа парса хăварассишĕн яла пĕчченех юлни паттарлăх мар-и вара?

   Атăла путнă теплоход çинчи çынсен шăпи те шутсăр пăшархантарчĕ. Генадий Максимов хай тÿссе ирттернĕ пекех çырса катартнă ку пулăма. 60 киллĕ .Айлăмкаса куçарса кайни, çурт-хуралтăсене çунтарса яни, Çĕр –Аннемĕр кăварланса çунни, хăйĕн ирĕкĕпе мар тулса-сарăлса пыракан Атăл шывĕ масара, масарти ял-йыша шыв айне туса пăрланса ларнине,  пин-пин  халăхăн ыратăвне чĕррĕн кăтартса парать автор. Чăннипех те, куççульсĕр вулама çук повеçе.

    Сăмах май, Геннадий Аркадьевич Максимовăн “Çĕрĕллĕ хура кушак”, “Танец в ночи” кĕнекисем Наци библиотеки çулсерен ирттерекен “Халăх юратса вулакан кĕнекесем” конкурсра “Проза” номинацире, республикăра чи нумай сасă пухса пĕрремĕш вырăна тухнă. Кăçал та Геннадий Максимов çырнă  “Вăхăта парăнман юрату” кĕнекине тивĕçлĕ хакласса шанатап.

Кивĕ Сĕнтĕр ялĕ. Светлана Сорокина, пенсионер

 

   Эпĕ нумаях пулмасть Ангелина Павловская çырнă “Вĕрене шывĕ те пылак” романа вуласа тухрăм. Кĕнеке малтанхи страницăна вуласанах, тыткăна илет, питĕ çăмăллăн вуланать. Произведении пĕтем чун-чере туйăмне хускатать, тарăн шухаша ярать, хăйĕн сюжет йеркипе тыткăнлать, геройсемпе перле хурлантарать те, савăнтарать те, мухтантарать те.

   Автор ку кĕнекере чăваш халăхĕн шăпи те Тăван çĕршывăн историйĕпе тачă çыханса тăнине, Расçейри ытти халăхсемпе пĕрле çĕршыв историйĕн пур тапхăрне те, ыррине те синкерне те савăнăçĕпе хурлăхне те перле тÿссе, малалла аталанса пынине витĕмлĕн кăтартса парать.

   Романти сăнарсене анлăн, нумай енлĕн сăнлать. Сăнарсем пурнăçра тĕрлĕ пăтăрмаха лекеççĕ, çапах та çынлăха çухатмаççĕ.Çеменпе Анна, Çемен амăшĕ, Ваçукпа Хĕлип мучи, Мавра тата ытти сăнарсен прототипĕсене, ман шутпа, кашни чăваш ялĕнчех тупма пулать. Çак сăнарсем ырă та ĕçчен, çынна хĕрхенме, вăй çитнĕ таран пулăшу пама хатĕр çынсем.

   Шел пулин те, пурнăçра Трапхин йышши киревсĕр çынсем те пур, çапах та ун пеккисем романта та, пурнăсра та ыррисенчен сайрарах тĕл пулаççĕ.

   Произведенири Шăнкăрч сăнарĕ те вăйлă сăнар. Вăл хăйне айăпсăр кÿрентернине чăтса ирттернĕ пулсан та,чун-чĕрипе хаярланман, çынлăхран тухман, пĕтĕм асап-нушаран çĕнтерсе тухса, пурнăçра хай вырăнне тупма пултарать.Çакăн пек геройсем романра нумай пулни савăнтарать.Вĕсем пире ырă кăмаллă, ĕçчен те тÿрĕ чунлă пулма, тăван халăха, атте-аннене юратма, ватăсене хисеплеме, Тăван çĕршыва юратма верентесçĕ.

   Автор произведенире çутçанталăк илемне те уççăн сăнласа парать, ăна упрама хăнăхтарать.

   Çавăн пекех кĕнеке çынсен тавра-курăмне анлăлатма, ăс-тăна аталантарма, ÿстерме майсем парать. Ангелина Павловская А. Гитлер çинчен, сектантсем çинчен нумай тĕпчени палăрать.

    Çыравçă арçынпа хĕрарaм хушшинчи туйăмсене те çырса кăтартать.Чăнах та пурте пур романта: таса юрату, çемье ăшши, мăшарсем пер-пĕрне ăнланмасăр йăнăшсем туни тата ытти те

    Ангелина Павловская чăваш литературинче паллă вырăн йышăнать. Роман кăмăла кайрĕ, авторăн малаллахи хăйлавĕсемпе те паллашас кăмăл çуралчĕ.

                                    

  Е.М. Воробьева пенсионер, Хырай Ӗнел ялĕ  

Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика