Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕнеке куравĕпе паллашма сĕнетпĕр

04:30 17 апреля 2016 г.

                                                 Туркайра Çеçпĕле эп куратăп,

                                                  Эп куратăп ĕçчен чăваша.

                                                  Туркайра Миттана эп куратăп.

                                                  Эп куратăп патвар Чăваша…

                                                         Ваçлей Давыдов-Анатри

     Валерий Владимирович Туркай 1961 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта, Чăваш патшалăх университетенче, Мускаври ГИТИС çумĕнчи А.В.Луначарский ячĕллĕ театр аслă курсĕнче вĕреннĕ. Чăваш писателĕсен союзĕн илемлĕ литературăна пропагандăлакан бюровĕнче, «Çамрăк коммунист» хаçатра ĕçленĕ. Пĕр вăхăт Чăваш Республикин Профессионал писательсен пĕрлĕхне ертсе пынă, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕн директорĕ.

      Малтанхи сăввисем 1976 çулта Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçатра пичетленнĕ. Унăн «Телейпе юнашар», «Ăста эс, çăлăнăç?», «Каçар мана» пьесисене Чăваш академи драма театрĕпе Çамрăксен театрĕн сценисем çинче лартнă. Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн ăна республикăри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине панă. В.Туркай — Чăваш Реслубликин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх поэчĕ, Украинăри Чернигов облаçĕнчи Остер хулин хисеплĕ гражданинĕ.

     «Валерии Туркай – хальхи вăхăтра чăвашсен чи сумлă, чи талантлă поэчĕсенчен пĕри», - тесе çырать Лев Кураков академик, Пĕтĕм тĕнчери социаллă гуманизм Академийĕн президенчĕ. Паллах, пурте килĕшеççĕ унăн сăмахĕсемпе. Валери Туркай сăввисем чăннипех те – халăх тĕкĕрĕ. Вĕсенче – тăван халăхăмăрăн çăмăл мар шăпи- кунçулĕ, паянхи пурнăçĕпе пуласлăхĕ, халăха чунтан юратни, хисеплени тата ытти те. Юратнипе пĕрлех, пирĕн ентешĕмĕр чăваш халăхне шеллет те, уншăн пăшăрханать те. Тен, çавăнпах та пулĕ вăл халăха çывăх, унăн сăввисене шкул ачи те, аслăрах çынсем те юратса вулаççĕ.

     Çак кунсенче пирĕн ентешĕмĕрĕн сумлă юбилей. Александровка ял библиотекинче «Хырай Ӗнелĕн мухтавĕ, чапĕ» кĕнеке куравĕ ĕçлет. Вулавăшра унăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисемпе, куçару ĕçĕсемпе паллашма пулать. Эпир те хамăр ентешпе чăннипех те мухтанатпăр, кашни çĕнĕ кĕнекишĕн савăнатпăр, поэтăмăран сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене юратса юрлатпăр.

Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика