Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ кĕнекепе паллашатпăр

16:55 14 сентября 2016 г.

    Нумаях пулмасть Александровка ял вулавăшĕ «Чăваш литературин анталогийĕ» ятлă кĕнекепе пуянланчĕ.  Кĕнеке чăваш ача-пăча литературин аталăнавне туллин уçса парать. Унта  19 – 21 ĕмĕрсенчи чăваш çыравçисен ачасемпе çамрăксем валли çырнă чи лайах хайлавĕсем кĕнĕ.  Пĕтĕмпе 180 ытла автор пултарулăхĕпе паллашма пулать. Анталогире сăвăсем. юптарусем, калавсем, вăйăсем, шÿтсем, юмахсем, повеçсемпе пьесăсен сыпăкĕсем пичетленнĕ.

     Çак кунсенче Александровка ял библиотекарĕ «Чăваш литературин анталогийĕ» кĕнекепе паллаштарма Хырай Ěнел шкулĕ çумĕнчи ачасен кĕске вăхатлăх çÿремелли ушкăнне çитсе килчĕ. Пĕчек шапăрлансемшĕн вара кĕнекерен  паха парне те çук пуль. Ачасем хаваспах анталогири пирĕн ентешĕн, Николай Ыдарайăн сăввисемпе паллашрĕç. Сăмах май каласан, Ыдарайăн литература чĕлхийĕ ачасене питех те çывăх. Сăввисем те çăмăллăн вуланаççĕ.Уйрăмах, ачасем килти выльăх-чĕрлĕх çинчен çырнă сăвăсене кăсăкланса итлерĕç. Ачасем те, ушкăн воспитателĕ пулăшнипе,  хăйсен килĕнчи  выльăхсем çинчен каласа пачĕс, вĕсене вăхăтра пăхмаллине тата юратмаллине çирĕплетрĕç.

Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика