08:10 23 ноября 2013 г.
Хисеплĕ аннемĕрсем!
Сире Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.
Пирĕнтен кашниншĕн чи çывăх çын вăл – анне. Эсир ачăрсене кунçул парнеленипе пĕрлех вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тимлетĕр. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех ывăл-хĕрĕрсем телейлĕ пулччăр тесе хăвăртан килнине йăлт тăватăр. Канăç мĕнне те пĕлместĕр пулĕ, ытарайми аннемĕрсем. Чăннипех те, аннерен хакли никам та çук. Эсир пире ăнланатăр, айăпа каçаратăр, пире яланах кĕтетĕр. Тавах сире, аннемĕрсем, пире çуратнăшăн, юратнăшăн, ятланăшăн, çын тунăшăн. Тавах сире эсир пурришĕн, йывăр чухне пулăшнăшăн, ырă сĕнÿпе вăй панăшăн, ăш сăмахпа хавхалантарнăшăн.
Эсир ачăрсене тĕрĕс воспитани парса ÿстернипе пĕрлех кулленхи ĕçре тăрăшса вăй хуратăр: район, республика, çĕршыв экономикине çирĕплететĕр. Эсирех обществăлла ĕçре те хастар. Ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăр.
Сывлăхăр сирĕн çирĕп пултăр, утас çулăр такăр пултăр, пурăнас кунçулăр телейлĕ те вăрăм килтĕр. Ачăрсем савăнăç çеç кÿччĕр.
Карачевское сельское поселение Козловского района Чувашской Республики