Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи эрнинче - Чĕмпĕр Чăваш шкулĕнче

10:41 27 апреля 2016 г.

     Шкулта И.Я. Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа вунă кунлăх малалла пыратьÇавна май ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ С.А. Иванова тата Л.Н. Клементьева  ертсе пынипе Чĕмпĕр хулине çитсе килчĕ. Ачасем Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче Иван Яковлев хваттерĕ – музейра пулчĕç. Курмалли, хак памалли сахал мар халăх музейĕнче. Экспонатсене, 100 çул каялла аслă вĕрентекенĕмĕр пурăннă вăхăтра мĕнле пулнă, çавăн пекех упраса хăварма тăрăшнă. Кунта Иван Яковлев усă курнă ручка-кăранташĕ те, кĕнеки-журналĕ те пур.

     Çавăн пекех Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чăваш хĕрĕсем Екатерина Алексеевнăна ырă сунса парнеленĕ чăваш тĕррисем нумай упранаççĕ. Музейра юлашкинчен «Прогулка по Симбирской чувашской школе» видеофильмпа паллашрĕç. Куравра ачасем нумай çĕнни пĕлчĕç, Иван Яковлев  чăваш халăхне çутта кăларакан пулнине тата та лайăхрах ăнланчĕç.Çавăн пекех Пучинке шкулĕн вĕренекенĕсем Ленин музей-çуртĕнче, вăл вĕреннĕ гимназире тата ытти паллă вырăнсенче пулчĕç.

     Экскурси ачасене питĕ кăмăла кайрĕ, вĕсем татах Чемпĕре кайса курма пулчĕç. Çакăн пек çул çÿревсем вĕренекенсен тавра курăмне, пĕлĕвне анлăлатма, пуянлатма пулăшаççĕ.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Первоисточник: МБОУ «Новочурашевская СОШ»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика