07:57 09 января 2016 г.
Çĕнĕ çула кĕрсенех, кăрлачăн 7-мĕшĕнче, православи тĕнне ĕненекенсем Христос Çуралнине уявлаççĕ. Çак куна халалласа кăрлачăн 8-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Пучинке салин культура çуртĕнче Раштав Праçникне ирттерчĕç.
Праçнике килекенсене культура çурчĕн фойинче чăрăш лăссисемпе, теттесемпе илемлетнĕ экспозици - Таса Мария Хĕрпе сăпкари тин çуралнă Христос - кĕтсе илчĕç.
Уява Пучинке шкулĕн вĕренекенĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, кукамăшĕсем, асламăшĕсем килнĕ. Пухăннисене культура çурчĕн ертÿçи Роза Ильинична Клементьева Раштав уявĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламларĕ, сцена çине Праçнике йĕркелеме пулăшнă хастарсене чĕнчĕ. Чи малтан салам сăмахне Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Георгиевич Федоров илчĕ. Вăл Христос Çуралнă кун – çулталăкри чи илемлĕ те çутă кунсенчен пĕри пулнине палăртрĕ.Раштав праçникĕ мĕн авалтан çынсене çутă туйăмсем, шанчăк, ĕненÿ парса тăрать. Уяв ячĕпе пĕтĕм ял-йыша телей, ăнăçусем, ырлăхпа юрату сунчĕ. Ун хыççăн Пучинкере Çветтуй Троица тата Богоявлени турăшĕн часавайне тăвассипе ĕçлекен попечительсен канашĕн председателĕ Николай Васильевич Осипов ял-йыша праçник ячĕпе саламларĕ. Вăл пухăннисене кашнинех хăйĕн вăй-халне шанса, çÿлти Турăна ĕненсе, пĕр-пĕрне юратса пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Малалла уява килнисене Хĕрарамсен Канашĕн ертÿçи Вера Васильевна Егоровăпа нумай пулмасть йеркеленĕ Ашшĕсен Канашĕн ячĕпе Анатолий Иванович Петров саламларĕç. Вĕсем ачасене тăрăшса вĕренме, пысăк çитĕнÿсем тума, юлташсемпе туслă пулма сунчĕç. Аслисене çемьере пĕр-пĕрне хисеплеме, ачасене тĕрĕс пăхса çитĕнтерессишĕн тăрăшма сывлăхпа телей пиллерĕç.
Раштав концертне 5-мĕш класра вĕренекен ачасем пуçларĕç. Вĕсем Вифлеем хулинче Патша Турă тата пире çăлакан Иисус Христос ку тĕнчене килнине сăнлакан сценкăна лартса пачĕç. Ертÿçи – Елизавета Михайловна Михайлова. Ун хыççăн шкулта вĕренекен ачасем Лилия Михайловна Иванова ертсе пынипе тĕрлĕ раштав юррисем юрларĕç, сăвăсем вуларĕç
Концерт вĕçленсен пурте капăр чăрăш тавра пысăк ункă туса уяв картине тăчĕç. Ачасем Çĕнĕ çул, уяв чăрăшĕ çинчен юрăсем юрларĕç. Хĕл илемĕпе Хĕл Мучи çинчен тĕрлĕ сăвăсем каларĕç. Уяв вĕçленес умĕн Вера Васильевна хатĕрленĕ пĕчĕк ыркăмăллăх парни – раштав сивенирĕсем пĕчĕк ачасене чăннипех те савăнтарчĕ. Хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем ачасене, ял-йыша сиплĕ вĕри чейпе, пылак апат-çимĕçпе сайларĕç. Раштав Праçникне килнисем пурте пĕр-пĕрне тĕнчене Пулăшакан тата Çăлакан Иисус Христос килнипе саламларĕç, ырлăхпа сывлăх сунса, савăк кăмăлпа килĕсене саланчĕç.
Çакăн пек уяв Пучинке ял тăрăхĕнче пĕрремĕш хут иртрĕ, çак ырă йăла-йĕрке малалла аталанса каясса шанса тăратпăр.
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района