11:09 15 декабря 2015 г.
Раштавăн 13-мĕшĕнче Шупашкарти филармони залĕнче чи маттур чăваш пикисем хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. Ку конкурс Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе тăххăрмĕш хут иртрĕ. Кăçал вăл тата та анлăрах пулчĕ. Хальхинче хамăр республикăри районсенче çĕнсе илнĕ чиперккесемсĕр пуçне çывăхри регионсенчи чăваш пикисем те конкурса килме пултарчĕç. Паллах, тĕрлĕ сăлтавсене пула ăмăртăва Тутар Республикинчен тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчен кăна хутшăнчĕç.
"Чăваш пики-2015" конкурсра пурĕ вунсакăр хĕр тупăшрĕ. Пĕринчен тепри маттур та пултаруллă пулчĕç вĕсем. Пурĕ конкурсра пилĕк тĕрлĕ ăмăрту пулчĕ: хĕрсем хăйсем çинчен каласа пани, ăс, пултарулăх конкурсĕсем, чăваш апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлни тата чăваш çи-пуçне тăхăнса ăна илемлĕ кăтартайни.
Йĕпреҫ районӗн чысне Пучинке ял тăрăхĕнчи Ҫирикли ялӗнче ҫуралса ÿснĕ Анжела Анисимова хÿтӗлерӗ. Çак чыса хÿтӗлеме Анжела тивĕçлĕ шайра хăйне кăтартма пултарчĕ. Анжелӑн ӗçне хисепе хурса «Чăваш пики-2015» конкурсра хутшăнни ҫинчен диплома тивĕҫрĕ, ăна чыслӑ парнепе тата чечек çыххипе чысларӗҫ.
Эпир Анжелăна саламлатпăр, унпа мухтанатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района