Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пучинкесем - «Шкул шăпчăкĕ» конкурс призерĕсем

08:31 17 ноября 2015 г.

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта Трактор тăвакансен культура керменĕнче 5-мĕш хут республикăри «Шкул шăпчăкĕ» конкурс иртрĕ. Малтанхи çулсенче конкурса Шупашкар хула шкулĕсенче вĕренекенсем кăна хутшăннă пулсан, кăçал конкурса республика шайĕнче ирттерчĕç.

Чи малтанах конкурса килнисене Трактор тăвакансен культура керменĕн пуçлăхĕ Н.О. Кашина саламларĕ. «Чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине тытса пыракансем, малалла аталантаракансем, чăннипех те, ылтăн чун-череллĕ çынсем», - терĕ вăл.

Конкурса I турта çĕнтернисене (56 номер) суйласа илнĕ. Вĕсем хушшинче Пучинке шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем те пулчĕç. Кĕçĕннисен ушкăнĕнче 1-мĕш класра вĕренекен Лейла Игнатьевăпа Екатерина Федорова «Чи лайăх дуэт» номинацире 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç, 3-мĕш класра вĕренекенсен «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ 2-мĕш вырăна тухрĕ. Вĕсене ЧНК ирттерекен Çĕнĕ çул ёлкине хутшăнма суйласа илчĕç.

Вăтаммисем хушшинче «Халăх юррисене юрлакан чи лайăх солист» номинацире 8-мĕш класра вĕренекен Васильева Юлия 3-мĕш вырăна тухрĕ. Вĕрентекенсен «Килĕшÿ» фольклор ушкăнĕ те 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Çĕнтерÿçĕсене хатĕрлесе ертсе пыраканĕ - музыка вĕрентекенĕ Лилия Михайловна Иванова.

Конкурса йĕркелесе ирттерекенсем: «Чăваш наци конгресĕ», Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерстви, «Трактор тăвакансен культура керменĕ» республикăн халăх пултарулăхĕн центрĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе питератури вĕрентекенсен секцийĕ, «21 ĕмĕр» Шупашкар хулин вĕрентÿ ĕçченĕсен ассоциацийĕ» общество пĕрлешĕвĕ тата «Чăваш юрри-кĕвви илемĕ» чăваш чĕлхи вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн пултарулăх лабораторийĕ.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Первоисточник: МБОУ "Новочурашевская СОШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика