Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пучинкере - Турци хăнисем

17:06 13 ноября 2015 г.

     Пучинке вăтам шкулĕ аякри хăнасемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Хăнасене Лилия Михайловна ертсе пыракан «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ ача-пăча вăййисен композицийĕпе кĕтсе илчĕ. Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологипе культурин доценчĕ Оксана Васильевна Сорокина, Турци çĕр-шывĕнчи Тракия Университечĕн ассистенчĕ Джемалеттин Явуз анатри чăваш йăли-йĕркине, фольклорне тĕпчес тĕллевпе çула тухнă.

    Çавра сĕтел хушшинче хăнасемпе пĕрле Елена Васильевна Ефремова, Зинаида Антоновна Антонова, Мелания Михайловна Андреева, Владимир Иванович Ильин, Зоя Алексеевна Акчурина, Елизавета Михайловна Михайлова, Людмила Николаевна Клементьева пулчĕ. Валерий Николаевич Софронов шкул ертÿçи, Николай Георгиевич Федоров ял администрацийĕн пуçлăхĕ те хутшăнчĕç. Вĕсем хăнасане  Пучинке тăрăхĕнчи ĕлĕкхи йăла-йĕркесемпе паллаштарчĕç, паянхи куна мĕнле йăласене ирттерни çинчен каласа пачĕç. Владимир Иванович Ильин салтака мĕнле ăсатнипе паллаштарчĕ, пирĕн тăрăхри салтак юррисене юрласа пачĕ. Çавăн пекех хăнасемпе тĕл пулăва килнисем, хĕр туй юррисемпе туй юррисне те шăрантарчĕç.

      Джемалеттин Явуз калаçăвне тÿрех чăваш чĕлхипе пуçлани пире хавхалантарчĕ. Вăл пире Турцири аливи халăхĕпе чăваш халăхĕн йăли-йĕркисенче пĕрпекĕлĕх нумаййине асăрхани çинчен каларĕ. Çак икĕ халăхăн пĕрпеклĕ мĕнрен килнине лайăхрах та тарăнрах пĕлес тĕллевпе тĕпчев ирттерет иккен вăл. Чăваш халăх пурнăçне, культурине хăй куçĕпе курса хаклас, аслă ăрури çынсен калаçăвне сăнас тĕллевпе чăваш çĕр-шывне çитнĕ, паян пирĕн патра пулчĕ. Йĕпреç тăрăхĕнчен малалла Вăрнаралла кайрĕç.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Первоисточник: МБОУ "Новочурашевская СОШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика