Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пучинке ялĕнче К.В. Иванов çулталăкне халалласа «Чăваш вăййи» уявĕ иртрĕ

07:47 19 мая 2015 г.

     2015 çулхи çу уйхĕн 16-мĕшĕнче Йĕпреç районĕн Пучинке ялĕнче К.В. Иванов çулталăкне халалласа «Чăваш вăййи» уявĕ анлă иртрĕ. Вăйă лаппине Пучинке шкулĕн капăр та чăваш тумлă шкул ачисемпе учителĕсем, ял ветеранĕсен тата хĕрарăмĕсен канашĕн хастарĕсем, Канаш районĕн Катек шкулĕнче вĕренекенсем, Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Г. Федоров, Йĕпреç районĕн Чăваш наци конгресс уйрăмĕн ертӳçи В.А. Марушев, Йĕпреç районĕн администрацийĕн вĕренӳ пайĕн методисчĕ А.А. Игнатьева, ял халăхĕ, Йĕпреçпе Канаш районĕсен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем пухăнчĕç. Хăнасен йышăнче Шупашкартан килнĕ Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Ю.Е. Анисимова, Г.Л. Никифоров, З.А. Яковлева, Л. Кинер юрăç пулчĕç.

   Пучинке шкулĕ пуян пурнăçпа пурăнать. Хăнасене кăтартма шкул çумĕнче художество шкулне çӳрекен ачасен пултарулăх ĕçĕсен, вĕренекенсен, ветерансен тата хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсен ал ĕçĕсен, чăваш халăхĕн апат-çимĕç тĕслĕхĕсен куравĕсене йĕркеленĕ. Вĕсене курсан тĕлĕнтĕмĕр. Шкул музейĕнчи ял халăхĕн пурнăçне, шкул çитĕнĕвĕсене тата «Красный партизан» колхозăн ĕçне-хĕлне кăтартакан материалсемпе курса паллашрăмăр. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕпе «Чăваш чĕлхин паянхи шкул вĕрентĕвĕнчи тата пурнăçри вырăнĕ» ятпа çавра сĕтел ирттертĕмĕр. Калаçура тăван чĕлхепе литературăна тата тăван ен историйĕпе культурине вĕрентес, йăла-йĕрке мешехисене ирттерес ыйтусене хускатрăмăр. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче Пучинке шкулĕ эксперимент мелĕпе «Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕрки» проектне пурнăçа кĕртессипе ăнăçлă ĕçленине пĕлтĕмĕр.

   Пучинке ялĕнче йăлана кĕнĕ чăваш вăййин илемĕ вăйă карти пулчĕ. Унта юрă, вăйă, ташă, шӳт, такмак тата ытти пĕр-пĕринпе черетленсе янăрарĕ. Вăйăра ялан юрлакан юрăсенчен «Хурăн çулçи» юрă ытти юрăсене сыпăнтарса пычĕ. Шкул ачисемпе пĕрле ветерансен ушкăнĕ вăйă картинче юрласа çаврăнни уява илем кӳчĕ.

   Вăйăра Пучинке тата Катек шкулĕн аслă классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, çамрăксем такмак каласа ташлани те пулчĕ. Вĕренӳре маттур пулни вăй-хал вăййинче курăнчĕ, ăмăртура кулса-шӳтлесе выляни икĕ шкул ачисен туслăхĕ çирĕп пулнине кăтартрĕ. Хаваслă вăйă-кулăра чăваш ачисен чысĕ, танлăхĕ, тирпейлĕхĕ, нумай енлĕ ăсталăхĕ курăнса тăчĕ.

   Ача-пăча вăййипе ăс-хакăлне курса тĕлĕнсе те савăнса тăтăмăр. çепĕç юрă-кĕвĕ, илемлĕ ташă-çемĕ, янăравлă сăвă-такмак, хаваслă вăйă-кулă, чипер йăла-йĕрке, çаксем пурте чăваш ачин сывă пурнăçне: чун-чĕрин пуянлăхне, кăмăл-туйăмне кăтартакан ăс-пурлăх пуянлăхĕ пулнине палăртрĕç. Чăваш вăййипе савăнса килентĕмĕр.

   И.Я.Яковлев вăйă картине авалхи эллинсен театрĕпе танлаштарнă. Вырăссен паллă çыравçи Н.Г.Гарин-Михайловский «В сутолке провинциальной жизни» очеркĕнче чăваш вăййи балетран та, оперăран та кая мар тесе палăртнă.

   Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, пурнăç тĕпрен улшăнчĕ пулсан та Пучинке ялĕнче ирттернĕ чăваш вăййи халăхăн ырă йăли-йĕркин тымарĕ татăлманнине, малашне вăл республикăн ялĕсенче вăй илме пултарассине кăтартрĕ.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Первоисточник: Чувашский национальный конгресс

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика