Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тыл ветеранĕпе тĕл пулу иртрĕ

17:41 28 апреля 2015 г.

Пучинкери вăтам шкулта аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Акă ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче 10-мĕш класра вĕренекенсем Çирĕклĕ ялĕнчи тыл ветеранĕпе – Елена Васильевна Ефремовăпа тĕл пулчĕç. Вăрçă пуçланнине вăл кÿршĕ ачисенчен пĕлнĕ. Елена Васильевна ун чухне 10 çулта, 2-мĕш класс пĕтернĕ. 1941-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче вĕсен ялне эвакуированныйсем килме пуçланă. Каярахпа вĕсен ялне Мускавран аэродром куçса килет, самолётсем те вĕçсе килеççĕ. Офицерсемпе курсантсем шкулта тата блиндажсенче пурăннă.

«Ир пуçласа каçчен колхозра ĕçлеттĕмĕр. Эпĕ тырă пуçтарма çÿреттĕм. Ваттисем те, ачасем те пурте пĕр тан ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче эпир тата салтаксем валли тăхăнмалли япаласем çыхса ярса параттăмăр, хавхалантармалли çырусем çыраттăмăр. Час-часах пирĕн яла «хура хутсем» килетчĕç. Манăн хамăн та вăрçăра виçĕ пичче пуçне хунă», - куççульпе аса илчĕ ветеран.

Ачасен хăна патне тĕрлĕрен ыйтусем пулчĕç. Елена Васильевна вĕсем çине тулли хуравсем пама тăрăшрĕ.

«Çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç хуçалантăр, вăрçă нихăçан та ан пултăр», - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне тыл ветеранĕ.

 

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Первоисточник: МБОУ «Новочурашевская СОШ»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика