Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эх, Çăварни, Çăварни!

21:45 21 февраля 2015 г.

Çăварни –  хĕллехи  савăнăçлă уяв, хĕле ăсатса  çуркуннене кĕтсе илни.  Ăна çурхи кунпа çĕр танлашнă вăхăтра паллă тунă. Ĕлĕк çăварни кĕçнерни кун пуçланнă, хăш-пĕр çĕрте икĕ эрнене тăсăлнă. Пĕрремĕш эрни – Аслă Çăварни, иккĕмĕшĕ – Кĕçĕн Çăварни. Христианлăх сарăлнă май чăвашсен уявĕ вырăссемпе пĕрлешнĕ. 

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Пучинкери вăтам шкулта  Çăварни уявĕ иртрĕ. Кашни класах сĕтел туллии апат-çимĕç хатĕрленĕ: кукăль-пÿремеч, икерчĕ, йăва. Тутлă шăршă сăмсана кăтăклать. Кунтах сăмаварсенче чей пăсланать. Ачасем пĕр-пĕрне, çăварнине килнĕ хăнасене хăйсен çимĕçне тутанса пăхма сĕнеççĕ.
Çăварни çунисене мĕнле кăна капăрлатман-ши? Ячĕсене те тĕрлĕренех панă: «Çăварни пики», «Нарспипе Сетнер катаччире», «Çăварни пирĕштийĕ» тата ыт. те.
Вĕренекенсем Çăварни юррисене юрласа, хĕллехи вăйăсене выляса киленĕç. Хĕл мучипе Юрпике ачасене хавхалантарса пычĕç. Вĕсем «Çуркунне» килсен çеç уява пăрахса кайрĕç.
Шкул картишĕ ачасен савăнăçлă сасси-куллипе кĕрлесе тăчĕ

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Первоисточник: МБОУ "Новочурашевская СОШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика