11:00 02 января 2019 г.
Хисеплĕ Ананьева Татьяна Филипповнăна, ĕҫпе вăрҫă ветеранне, 95 ҫулхи юбилейпа Вăрнар район администрацинче кадрпа юридици пайĕн пуҫлăхĕ Светлана Наумовна Войтенко, Ярмушка ял тăрăхĕн специалисчĕ Светлана Леонидовна Короткова саламларĕҫ, ҫирĕп сывлăх, вăрăм кун-ҫул, канлĕ ватлăх сунчĕҫ.
Ананьева Татьяна Филипповна, 1924 - мĕш ҫулхи кăрлач уйăхĕн 2 – мĕшĕнче, Авшак Элмен ялĕнче ҫуралса ўснĕ. Ялти шкулта ҫичĕ ҫул вĕреннĕ, вăрҫă вăхăтĕнче вăрманта йывăҫ каснă, ҫĕнтерĕве ҫывхартма пулăшнă. 1946 – мĕш ҫулта, сакăр ҫул хушши салтакра пулнă ял каччипе Ананьев Григорий Ананьевичпа (1916 –мĕш ҫулта ҫуралнă), ҫемье ҫавăрса 9 ача ҫуратса ўстернĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене пĕчĕкренех ĕҫе явăҫтарнă, тăван колхозра ĕҫленĕ. Вăрҫăн суранĕсене пула, мăшăрĕ Григорий Ананьевич вăхăтсăр ҫĕре кĕнĕ. Тăхăр ачана ура ҫине тăратма пĕрре те ҫăмăл пулман Татьяна Филипповнăна. Анчах та вăл пуҫа усман, яланах ĕҫре пулнă, ачисене те ĕҫе вĕрентсе ўстернĕ, хуҫалăха ҫирĕп тытса пынă.
Халĕ, ялти пек каласан, Танька акай кĕҫĕн ывăлĕн ҫемьипе шăкăлтатса пурăнать. Йышлă ҫемьере 23 мăнук тата 32 кĕҫĕн мăнук. Пурте вĕсем юратнă амăшне, хунямăшне, асламăшне, кукамăшне сывлăх, вăрăм кун-ҫул, канлĕ ватлăх сунаҫҫĕ.
Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа