Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Çурхи пике -2014»

12:19 28 апреля 2014 г.

           2014 çулхи, ака уйăхĕн 26- мĕшĕнче, Аслă Арапуçĕнчи ялти культура çуртěнче шоу -конкурс иртрĕ. Унта Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи чипер те ăслă, маттур та пултаруллă çамрăк хĕрсем «Çурхи пике -2014» чысне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

              Чи малтанхи конкурсрах 8 сарă хĕр сцена çине илемлĕн утса тухрĕç. Залра ларакансене хăйсемпе паллаштарчĕç.

«Пирĕн пултаруллăх» конкурсра пикесем юрă- ташăпа савăнтарчĕç.

«Хитре кĕпе» конкурсра хĕрсен пÿ- сине, илемлĕ тăхăнма пĕлнине хаклама май пулчĕ.

«Пулас професси» конкурсра пикесем хăйсен ĕмĕчĕсем, шухăш – туйăмĕсем пирки каласа пачĕç. Ку конкурсра ăс-хакăл та палăрчĕ.

«Çурхи тум» конкурсра хĕрсем ăсталăхпа, илемлĕхпе чуна тыткăнларĕç.

        Уяв кăмăллă, интереслĕ иртрĕ. Куракансем кашни конкурса тăвăллăн ал çупса хакларĕç.. Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Секретов уяв ячĕпе саламласа тухса калаçрĕ. Андрей Иванов, Сергей Молочников, Юрий Степанов предпринимательсем, тата Александр Никитин парнесем парса чысларĕç. Конкурссен хушшинче Аслă Арапуç шкулĕнчи артистсем юрă- ташăпа савăнтарчĕç.

       «Çурхи пике -2014» ята Пÿртлĕ-Шăхаль пики Юлия Сидорова çĕнсе илчĕ. «Вице Çурхи пике -2014» Пăлаçи Атăк пики- Анна Федорова пулчĕ. Анат Чакă хĕрĕ Алена Елисеева «Çепĕç пике», Тури Пÿртлĕ-Шăхаль хĕрĕ Албутова Светлана «Кăмăллă пике», Арапуç хĕрĕ Анастасия Давыдова «Хÿхĕм пике», Пăлаçи Атăк хĕрĕ Елена Павлова «Сăпайлă пике», Йÿç Шăхаль хĕрĕ Виктория Еремеева « Чăнкă пике», Аслă Арапуç хĕрĕ Кристина Горшкова «Хаваслă пике» ятсене тивĕçрĕç.

         Чăннипех пултаруллă та хитре çав Арапуç ен пикисем!

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика