Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Валерий Раштав пултарулăх каçĕ

09:21 11 декабря 2013 г.

 

Кантăкран тишкеркт çутă ир,

Çĕн кунран тем кĕтетпĕр эпир.

Мĕншĕн шухăш пуçран татăлмасть.

Мĕншĕн пурнăç асапсăр пулмасть

                                                                                                                                                                           В.Раштав

Кашни çын патне çул тупма пĕлекен Валерий Самойлов-Раштав Патăръел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче 1975 çулта раштавăн 5-мĕшĕнче çуралнă.

Тăван ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта, Патăръелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче (1993-1998ç.ç.) аслă пĕлỹ илнĕ.

Раштавăн 8-мĕшĕнче Кугесри Бичурин ячĕпе хисепленсе тăракан музейра Валерий-Раштавăн поэт-юрăçăн пултарулăх каçĕ тата "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе" кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Тарăн шухăшлă сăвăсене вăл мĕн ачаранах çырать пулин те, чи малтан поэзире мар, эстрадăра палăрчĕ. Поэт-юрăçăн ятне чăваш тĕнчи шăпах унăн сăввисемпе хывнă юрăсем тăрăх пĕлчĕ.

Пултарулăх каçĕнче хăйпе пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕсем, хăйне вĕрентекен преподавательсем, паллă писательсем, поэтсем тата ытти паллă ăсчахçăсем пулчĕç - Валентина Кузнецова, Олег Цыпленков-Чунташ, Арсений Тарасов тата ыттисем те.

Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин, Алина Федорова, Василий Раймов, Пугач Валерий-Раштав сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем шăрантарчĕç.

Патăръелĕнчи ентешсем те ăшă сăмахсем тата парнесем илсе килчĕç - Патăръелĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕн директорĕ Анисия Алексеевна Воробьева, "Нико" магазин директорĕ Наталья Краснова, Патăръелĕнчи тĕп библиотека директорĕ Надежда Васильевна Исаева, Патăръел районĕн автономлă учрежденийĕ "Культурăпа кану центрĕ" ĕçченĕсем, Патăръел район алминистрацийĕн вĕрентỹ, социаллă аталану, информации тивĕçтерĕвĕн тата архив ĕçĕн пайĕн тĕп специалисчĕ Полина Леонидовна Логунова.

Асăнмалăх поэтпа сăнỹкерчĕксем ỹкрĕç.

 

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика