11:31 30 ноября 2015 г.
Анне.
Эс йăлтах ăнланан. Эс пире каçаран
Çĕр çинче эс ялан ачусемшĕн пурнан.
Пĕчĕк чух та анне, çитĕнсен те анне.
Манас çук, манас çук, хам анне сăнарне
Тури Чакăри культура çуртĕнче Аннесен кунне халалласа уяв иртрĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ юрăсем шăрантарчĕ, тĕрлĕ шÿтсемпе, сценкăсемпе куракансене тĕлĕнтерчĕ. Уява Людмила Ежова библиотекарь ертсе пычĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Аслă Чемен ял тăрăхĕнче тăлăх ачасене хăйсен хÿттине илнĕ çемьесене, нумай ача çитĕнтерсе, тĕрĕс воспитани панă АННЕСЕНЕ те асăнса хăварчĕ, вĕсене тав сăмахĕ каларĕ.
Уяв самантĕнче юрату, тус-тăванлăх, хаклăран та хаклă аннесем çинчен юрăсем янăрарĕç. Хĕрарăмсен коллективĕ шăрантарнă «Тавах сире, атте-анне», «Юратнă, кăмăллă аннем», «Ах, анне, йăмăка ан ятла», «Анне ăшши» юрăсене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Сцена çинче «Тăлăх хĕр ача юрри», «Ан сивĕнĕр, ачасем» юрăсем янăранă тата Зоя Алешева сăвăсем вуланă самантра аннесем куççулленчĕç, чунĕсем хурланчĕç. Кашни уяврах пултарулăх ушкăнĕ сцена çине тухса хăйсен пултарулăхĕсемпе ял çыннисене тĕлĕнтереççĕ. «Пирĕн ялта пурăнакансем çакăн пек илемлĕ концерт лартнине чылайранпа курманччĕ. Сцена çинче янăранă кашни сăвă - юрă манăн чуна пырса тиврĕ. Тăван тăрăхри пĕлĕш-тантăшсем ятарласа мана та АННЕСЕН кунĕ ячĕпе саламланăнах туйăнчĕ. Тавах уява йĕркелекенсене» хăйĕн уяв хыççăнхи шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Свердловск хулинче пурăнакан Валентинăпа Галина Ильинасем.
Большечеменевское сельское поселение Батыревского района