Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мăн Вылăри культура суртĕнче «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» савă калакансен конкурсĕ

16:23 19 апреля 2017 г.

Тăван чĕлхе!Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,

Атте-анне пек, эс пĕртен –пĕрре!

Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн,

Мухтав сана тăван чĕлхемĕре!

 

   

Иван Яковлевич Яковлев - чăвашсен паллă педагогĕ, çыравçи, ăсчахĕ. Вăл çуралнăранпа 169  çул çитнине халалласа, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25-мĕшччен  йăлана кĕнĕ чăваш чĕлхипе литература эрни „.Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мăн Вылăри культура суртĕнче ачасем «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» савă калакансен конкурсне хутшăнĕç. Чи пултаруллисене палăртма, сумлă жюри пулăшĕ.

      Мăн Вылăри культура сурчĕ пур ачасене тăван чĕлхепе литература эрнине хастар хутшăнма чĕнсе калать, культурăллă çын пулас тесен хамăр халăха, унăн чĕлхине, историне, йăли-йĕркине лайăх пĕлни, хисеплеме кирлине аса илтерет.Эпир, чăвашсем, хамăр чĕлхене юратмасан, кам тата ăна хисеплĕ, малалла аталантарĕ? Ăнăçу сире, ачасем!

Большевыльский территориальный отдел Аликовского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика