Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Устаревшая версия сайта.

Новый информационный ресурс доступен по адресу http://info.cap.ru/ 

Новости » Чăваш кĕнеке издательстви «Тавралăх халапĕсем» кĕнекен иккĕмĕш томне пичетлесе кăларнă

16:54 04 мая 2017 г.

Истори наукисен докторĕ В.Д. Димитриев профессор çырса хăварнинчен çакă паллă: чăвашсем ХVI ĕмĕртен пуçласа пайланса пурăнма тытăннă, вĕсен пĕр ушкăнĕ хальхи Чăваш Республикин çурçĕр тата вăтаçĕр районĕсенче, тепĕр пайĕ Хусанçи таврашĕнче тĕпленнĕ. Хусантан пуçласа Нухрат Атăл (Вятка) таранчченех Чăваш Тăрăхĕ текен аслă çул (Чувашская даруга) сарăлса выртнă. Хальхи Елчĕк, Комсомольски, Патăръел, Шăмăршă районĕсен вырăнĕнче, Чулман Атăл (Кама) хĕрринче, Чĕмпĕр, Самар, Пенза тата Саратов енче ирĕк çĕрсем пулнă. Ку вырăнсене нухайсем тата ытти халăхсен уртисем çу каçма килкелесе çÿренĕ.

Самана лăплансан пирĕн мăн асаттесем хăйсем малтан пурăннă вырăнсене таврăнма тытăнаççĕ. Камсем тата хăçан килсе тĕпленнĕ-ши пирĕн тăрăха, чи малтан ял пуçласа янă çын е йăх ятне пĕлме пулать-ши? Çакă паянхи вăйпитти арсемпе лăплана пĕлмен шурсухалсене хытă шутлаттарать, тĕрлĕ архивсемпе вулавăшсене хăвалатьĕ

Çак ыйтăва теплĕнрех уçса парас тесе Чӑваш кĕнеке издательстви «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмри икĕ томлă кĕнеке - «Тавралăх халапĕсем» пичетлесе кăларнă. Çакăнта кĕнĕ капашсăр хаклă документсене пичете Чăваш патшалăх гуманитари институчĕ хатĕрленĕ.

Кĕнекен пĕрремĕш томĕ 2013 çултах кун çути курнă, унта этем тата çутçанталăк вăйĕпе тунă вырăнсем, Улăп тăприсем пирки калакан халапсем кĕнĕччĕ. 2017 çулта тухнă иккĕмĕш тома ял-хула пулса кайни çинчен калакан халапсем кĕнĕ, вĕсене этнографи ушкăнĕсене кура вырнаçтарнă, ăнлантарусенче халапсене кам çырса илнине палăртнă. Кĕнекене усă курма кăтартмăш кĕртнĕ.

Мĕн-ха вăл халап, унран Турă сăмахĕ пек таса тĕрĕслĕх кăна сăрхăнса тухать теме пулать-и? Çакна кĕнеке умсăмахĕнче философи наукисен кандидачĕ О.Н. Терентьева акă мĕнле ăнлантарнă:«Халапра калани çине кăна таянса ял е хула миçемĕш ĕмĕрте пулса кайнине палăртма хĕнтерех. Тата халапсенче вăхăт хăйне майлă палăрать: «ĕлĕк» тени 100 çул каяллахине те, 500 çул каяллахине те пĕлтерме пултарать е «пĕр 200–300 çул каялла» тени ун чухлĕ вăхăта пĕлтермесен те пултарать. Çавăнпа та вăл е ку ял пуçланса кайни çинчен калакан халапа хăш тапхăра кĕртмеллине историк, археолог çирĕплетĕвĕсĕр палăртма май çук».

Асăннă кĕнекене Шупашкарта «Книжные новинки» лавккасенче туянма тата почта урлă çырăнса илме пулать.

Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Чувашское книжное издательство

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика