Министерство образования Чувашской Республики

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ

Паян Чаш чĕлхи кунĕ. Кăçал Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитрĕ. Иван Яковлевич Яковлев чăваш  халăхĕшĕн   хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпе    тăрăшнă. Эпир унăн халалне ăруран ăрăва пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшатпăр.

Чашлăха упрас, малалла аталантарас ĕçре Вĕрентÿ министерствин тÿпи  те пысăк. Пирĕн  Республикăра паянхи кун 313 чăваш шкулĕ ĕçлет, 166 вырăс шкулĕнче те ачасем чăваш чĕлхине вĕренеççĕ.Чи пултаруллисене палăртма, вĕсене тăван чĕлхене татах та лайăхрах вĕренме хавхалантарма тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Апрелĕн 23-мĕшче Раççей шайĕнче кăçал 10-мĕш хут иртекен «Чĕвĕлти чĕкеç– чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурсăн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Ку конкурса 5 регионтан пурĕ 19 852 ача (Чăваш Республикинчен 18828 ача , Пушкăрт Республикинчен – 328, Самара облаçĕнчен – 88,  Турастанран – 554,  Чĕмпĕр облаçĕнчен 54 ача) хутшăнчĕç.   Çулсерен чăваш чĕлхипе  олимпиада иртет. Тĕрлĕ темăпа Интернет-олимпиадăсем те пулаççĕ.

 Кăçалхи «Туслăх хĕлхемĕ» конкурсра виçĕ  номинацинче Шупашкар районĕнчи Кăшавăш шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Яландаева Татьяна, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 18-мĕш лицейра 8- мĕш класра  вĕренекен Мотова Анастасия, Етĕрне районĕнчи Ачак  шкулĕнче 9-мĕш класра  вĕренекен Маркова Валентина çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.. Вĕсем Хура тинĕс хĕрринчи  «Орлёнок» лагерьте канĕç. 

Чăваш Республикин кашни çулах чăваш чĕлхи учителĕсен конкурсĕ  иртет. Конкурс тĕллевĕ, тĕпрен илсен, халăхра чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне çĕклесси, ачасене чăваш чĕлхине вĕренме хавхалантарасси, чăваш чĕлхи учителĕн пархатарлă ĕçне халăх умне кăларасси тата çынсене чăваш чĕлхи учителĕн профессине хаклама чĕнесси. Конкурс çĕнтерÿçисем п.т.м Раççей шайĕнче иртекен «Тăван чĕлхе вĕрентекенсен  конкурсне» хутшăнаççĕ. Мускав хулинчен Çĕнтерÿ хучĕпе таврăнасси традицине кĕче темелле пуль. Кашни çулах пирĕн вĕрентекенсем  çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Вĕсем – чăваш ятне çÿлелле çĕклекенсем: Абрамова Галина Васильевна – Шупашкар хулинчи 59-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ,  вырăс шкулĕсенче усă курмалли тĕрлĕ классем вали çырнă « Чăваш чĕлхи» кĕнекесен авторĕ,  Ядрицова Алена Андреевна – Йĕпреçри 2-мĕш шкулта ĕçлекен чăваш чĕлхипе литература учителĕ, Игнатьева Анисия Павловна – Шупашкар хулинчи 12-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ, ЧНК  Президиум членĕПечникова Мария Николаевна – Шупашкарти 50-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литература учителĕ. Иртнĕ çул– Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕнче ĕçлекен  чăваш челхипе литература учителĕ Александр Марсович Степанов çĕнтерÿпе таврăнчĕ.

2013 çулта Çĕнтерÿçĕ ятне Шупашкар хулинчи 33- мĕш шкулта ĕçлекен Диарова Ирина Алексеевна учитель тивĕçрĕ. Вăл та Çĕнтерÿпе таврăнасса  шанатпăр.

Ĕнер, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта пĕрремĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттертĕмĕр. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси пулчĕ. Диктант çырма пурĕ 3 пине яхăн çын хутшăнчĕ. Вĕсенчен традицилле мелпе, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетĕнчи аудиторийĕсенче 300 ытла çын çырчĕç, ыттисем вара  диктанта Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче  итлесе хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл  турĕç. Диктант ĕçĕсене тĕрĕслесе пĕтереймен-ха. Тĕрĕсленисен хушшинче 145 ĕç «5» паллăллă.  Çак акцине хутшăнакан çынсене тата йĕркелеме пулăшакансене пурне те пысăк тав! Вĕсем пурте чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн çунакан çынсем. 



25 апреля 2013
16:28
Поделиться