Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Диктант тексчĕн конкурсĕ пырать

12:01 14 марта 2017 г.

2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пур хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акци иртмелле. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акцие Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.
Задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акцие Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви ертсе пынипе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркелесе ирттереççĕ.

Хальхи вăхăтра диктант тексчĕн конкурсĕ пырать. Конкурса Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ирттерет. Хатĕр ĕçсене ятарлă комиссие, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен çитерме е human2000@yandex электрон почтăпа ярса памалла

Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист хатĕрленĕччĕ, чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни („Асран кайми кун“) тата А. Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» повеçĕ тăрăх хатĕрленĕ ĕçсене суйласа илнĕччĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 45-07-87, 45-02-58, 45-06-26
Адрес: 428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 29/I, ЧПГĂИ
e-mail: human2000@yandex.ru 
сайт: http://www.chgign.ru    

Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
        

Ссылки на сайты партнеров размещены в разделе «Сайты партнеров»

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика