Министерство образования Чувашской Республики

Ăнăçу сунатпăр!

Ăнăçу сунатпăр!

Паян, нарăсăн 7-мĕшĕнче, шкулсенче  «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс иртет. Ку вăййа 2-11 классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ, 2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вĕренекенсем уйрăмшарăн тупăшаççĕ. Вĕренекенсене  чăваш чĕлхипе пурĕ 30 тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçсем сĕннĕ. Хуравĕсене çырмалла мар: сĕннĕ 5 хуравран тĕрĕссине (1 тĕрĕс хурава) суйласа илсе ятарлă бланк çинче хура гель ручкăпа паллă тумалла. Ĕçе пурнăçлама 1 сехет те 15 минут уйăрнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем кашни класпа уйрăммăн пулаççĕ. Ака уйăхĕнче, бланксене тĕрĕсленĕ хыççăн, кашни вăййа хутшăнакан вĕренекен тивĕçлĕ сертификат илет, пултаруллисем дипломсемпе парнесемлĕ пулĕç.

Пĕлтĕрхи çула илес пулсан, Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăййа 5 регионри 20548 шкул ачи хутшăннă, Чăваш Республикинчен – 19514, Тутар Республикинчен – 541, Пушкăрт Республикинчен – 386, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен – 33, Самара облаçĕнчен – 74 вĕренекен.

 



07 февраля 2013
00:00
Поделиться