Министерство образования Чувашской Республики

«Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă конкурса йыхравлатпăр!

Нарăсăн 2-мĕшĕнче чăваш чĕлхине вĕренекен, чĕлхе пĕлĕвĕпе  интересленекен шкул ачисем «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурса хутшăнма пултараççĕ.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси.

Вăйă конкурс шкулсенче иртет, вĕренекене нимĕнле йывăрлăх та кÿмест, ыйтусемпе ĕçсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене „ăслă” ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать.

«Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă конкурс çинчен тĕплĕнрех http://chuvlast.ucoz.ru сайтра тупма пулать.

 

 



25 января 2012
00:00
Поделиться