Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Туслăх хĕлхемĕ» йыхравлать

17:22 28 апреля 2017 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2017 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче 9 сехет те 30 минутра Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» («Искорка дружбы») фестивалĕн регион тапхăрĕ иртет.

Фестивалĕн номинацийĕсем:

1)      ÿнер ăсталăхĕн «Шевле» конкурсĕ

2)      «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс

Фестивалĕн «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсăн регион тапхăрне район е хула шайĕнче малти вырăна тухнă ачасем хутшăнаççĕ. Кашни ачан 5 станци иртмелле пулать:

1)      «Чĕлхе – халăх мулĕ» станци,

2)      «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать» станци,

3)      «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» станци,

4)      «Илемлĕх тĕнчи» станци,

5)      «Пирĕн пултарулăх» станци.

«Шевле» конкурсăн регион шайĕнчи тапхăрне хутшăнакансен оргкомитет сĕннĕ темăпа 3 сехет хушшинче ÿкерчĕк ÿкермелле пулать. Кашни конкурсант ÿкерме кирлĕ хатĕр-хĕтĕре хăй илсе килет: акварель, гуашь, тушь, кăранташ е ыт., хут А-4 е А-3.

Пирĕн адрес:

Шупашкар, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт,

216-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ),

e-mail: chrio6@cap.ru

тел.: (8352)58-46-44

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика