Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Камăла çĕклесе ĕçлеме хавхалантаракан стажировка иртрĕ

11:35 13 апреля 2017 г.

2017 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче  чăваш чĕлхипе литературине вырăс чĕлхиллĕ шкулта вĕрентекенсем «Чăваш чĕлхипе литературăна Федерацин вĕренÿ стандартне (ФГОСа) вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси» программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç. Курсра учительсем ФГОС вăя кĕнĕ  тапхăрта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессин пурнăçа кĕртмелли тĕллевсене уçăмлатрĕç, çĕнĕ стандартран тухса тăракан вĕренÿ результачĕсене хакласа уйăрса илме вĕренчĕç.

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» темăпа стажировка иртрĕ. Пĕлĕве туптама пуçтарăннă вĕрентекенсене шкул директорĕ Наталья Олеговна Бахмисова шкул пурнăçĕ пирки, вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Космонавтика кунĕ ячĕпе саламларĕ, тухăçлă ĕçлеме ырă сунчĕ.

«Тавах сире, атте-анне!» литературăпа музыка композицийĕнче ачасем (Даша Ижуткина, Мария Горшкова, Миша Дмитриев) янăратнă юрă-кĕвĕ, 4-мĕш Б класс ачисем лартнă («Кам-ши кĕнĕ пахчана?») сценка, ачасем (Кирилл Сергеев, Карина Севрикова, Даша Волченкова) вуланă сăвăсем чуна тыткăнларĕç, кăмăла çĕклерĕç. Ачасемпе пĕрле лицейра ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те стажировкăна килнисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

 Çĕнĕ Шупашкар хулин 12-мĕш шкулăн вĕрентекенĕ Ирина Конькова «Вырăс шкулĕнче вĕренекенсене чăваш чĕлхипе тĕпчев ĕçне явăçтарасси», 18-мĕш лицей вĕрентекенĕ Галина Назарова «Пурте сăванса тумалли ĕçсем» темăсемпе ăста урокĕсем ирттерчĕç. Пĕлÿ пухма килнĕ учительсем шкулта тĕпчев-шырав ĕçне йĕркелемеллине теорипе практика енчен курма пултарчĕç, вĕренÿ кĕнекисенчи темăсем тăрăх вăйă технологийĕн хăш-пĕр элеменчĕсемпе усă курса выляса пăхрĕç.

Учительсем шкул ачисемпе çĕнĕ технологисен ăслайĕсене (пулă шăмми (фишбоун), таблица кластер, «Венн унки», Блум чечекĕ, клоуз тест тата ыттисемпе те) тума  май паракан çул-йĕре лекципе практика занятисенче ăса хыврĕç, хăйсен ĕçĕнче усă курма тĕв турĕç.

Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейăн вĕрентекенĕсем Алевтина Такинăпа («Çурхи савăнăç», 5 класс) Любовь Севрикова (Анне чи лайăххи», 4 класс) ирттернĕ уроксем çĕнĕлĕхсемпе пуян пулчĕç. Учительсем уроксенче пуç мимине кислородпа сывласа пуянлатмалли (дыхательная) гимнастикăна чăваш шахличĕпе тума май пуррине курса ĕненчĕç, урокра пуплеве аталантарассине лэпбук (коленная книга) мелĕпе пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре ăнланчĕç.

ФГОС вăя кĕнĕ тапхăрта чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче çĕнĕ технологин тĕрлĕ мелĕсемпе анлă усă курма май пуррине стажировка аван кăтартрĕ. Курса килнĕ учительсем системаллă ĕç-хĕл вĕрентĕвĕн уйрăмлăхĕсене ăша хыврĕç.

Вĕренекенсем курс вăхăтĕнче лекцисем итлени, практика занятийĕсенче ĕçлени, тĕрĕслев ĕçĕсемпе ФГОСа тивĕçтерекен урокăн технологи карттине çырни, алăран ямасăр чăваш чĕлхин тĕслĕх программисене (1-4; 5-9 классем) тишкерни малашнехи ĕçре пулăшассине палăртрĕç.

Стажировкăна пĕтĕмлетнĕ май тĕп калаçу ăста тата уçă уроксем тавра пулчĕ. Калаçăва Вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пычĕ.

Чăваш Респуликин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицей директорне Н.О. Бахмисовăна, 18-мĕш лицейра ĕçлекен А.А. Такинăна, Л.К. Севриковăпа Г.П. Назаровăна, 12-мĕш шкулта ĕçлекен И.И. Коньковăна, 13-мĕш шкулта ĕçлекен И.Г. Никифоровăпа А.В. Трофимовăна стажировка ирттерме пулăшнăшăн тав сăмахĕ калать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика