19:25 12 апреля 2017 г.
Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçтешĕсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес концепцин проектне сÿтсе яврĕç. Концепци проектне сÿтсе явма институт ректорĕ С.М. Савин, организаципе методика енĕпе ĕçлекен проректорĕ С.В. Петрова, филологи, шкулчченхи тата пуçламăш вĕренÿ кафедрин, наци вĕренĕвĕн центрĕн, «Халăх шкулĕ» журнал редакцийĕн ĕçтешĕсем хутшăнчĕç.
Тухса калаçакансем концепци проектне пĕтĕмĕшле ырларĕç, çав хушăрах питĕ усăллă, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, асăрхаттарусем турĕç.
Пĕтĕм халăхпа сÿтсе явма концепци проектне институт сайтне вырнаçтарма палăртрĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии