Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван чĕлхесен кунĕнчи фестиваль

16:11 21 февраля 2017 г.

2017 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс фестивалĕн республика тапхăрĕ иртрĕ. Конкурс фестиваль хайĕн ытамне чăваш сăвви-юррине, вăййине савакан 3-5-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене пуçтарчĕ.  Кăçалхи конкурса чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине, Анне тата Атте çулталăкне халалланă. Чи пĕлтерĕшли - уяв тăван чĕлхесен пĕтĕм тĕнче кунĕнче иртни.

Ачасем фестивале тимлĕ хатĕрленнĕ. Çакă номерсен тематикинче те, жюри умне тухнă ачасен ăсталăхĕнче те палăрчĕ. Акă «Сăвă чи ăста калакан» номинацире сăмах тăван чĕлхе, тăван çĕр-шыв, ачасене пăхса ÿстерекен анне çинчен пычĕ. Ачасем хăйсен сăввисемпе те паллаштарчĕç. Пултарулăх шайĕ уйрăмах «Чи лайăх сценка» номинацире палăрчĕ. Пуян декораци, ачасен ăста вылявĕ пурне те тыткăнларĕ. «Чи лайăх юрлакан» номинацире чăваш халăх юрри те, хальхи эстрада та янрарĕ, уйрăммăн тата ушкăнпа юрлани те пулчĕ.

 Ача сачĕсенче вĕренекенсем хушшинче иртнĕ «Хунав» фестивалĕн çĕнтерÿçисем конкурса хутшăнакансене юрă-сăвăпа саламларĕç, пăшăрхану самантне, кăмăлĕсене çемçетрĕç.

 «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс фестивале хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссех пырать. Кăçал хăйсен пултарулăхне район тапхăрĕнче çĕнтернĕ  100 ытла ача  тата 17 пултарулăх ушкăнĕ кăтартрĕç.

Вĕренÿ институчĕн ректорĕ С.М. Савин фестивале хутшăннă ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене тав сăмахĕ каларĕ, ăнăçу сунчĕ.

«Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль пуриншĕн те чăннипех уяв пулчĕ, вĕренÿре те, пултарулăхра та шанăç паракан ачасем пуррине кăтартрĕ.

Итоговый протокол заседания жюри республиканского конкурса-фестиваля «Янра, чăваш сăмахĕ» («Звучи, родное слово») – 2017>>>

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика