Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван чĕлхе кунне халалланă вебинар иртрĕ

15:47 13 февраля 2017 г.

Çывхарса килекен Тăван чĕлхе кунне халалласа 2017 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсене ФГОСпа килĕшÿллĕн ирттересси» темăпа вебинар ирттерчĕ.

Тĕнчери халăхсен Тăван чĕлхе кунне 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн конференцийĕ пуçарăвĕпе нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Чăвашсен паллă çутта кăларуçи И.Я. Яковлев çапла çырнă: "Халăх шухăшлавĕ тата тавра курăмĕ тăван чĕлхере аван палăрать. Çавăнпах тăван чĕлхесĕр пĕлӳ çук". Çын пурнăç тăршшĕпе нумай-нумай чĕлхене алла илме пултарать, çапах та тăван чĕлхе вăйĕпе ачаран йĕркеленнĕ ăс-тăнпа тавра курăм нихăçан та çухалмасть. Чĕлхе – халăхăн культурипе хăйне евĕрлĕхне упраса пыракан хатĕр. Хăй чĕлхине хисеплекен халăх ытти халăх чĕлхисене те сума сăвать. Республикăмăрта чăваш, вырăс, тутар, ирçе шкулĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче кашниех хăйĕн тăван чĕлхине вĕренет.

Тăван чĕлхене упраса хăварас тата ăна малалла аталантарас ĕçре тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен тÿпи пысăк. Çавна май вебинарăн тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен ФГОСпа килĕшÿллĕн урок ирттерес компетенцийĕсене ÿстересси пулчĕ. Вебинарта филологи кафедрин доценчĕ А.С. Егорова ертсе пынипе урок тапхăрĕсене тишкерчĕç, кашни тапхăрта усă курмалли активлă мелсене пăхса тухрĕç, вĕрентекен тата вĕренекен ĕçĕсене палăртрĕç, вĕренекенсене вĕренме вĕрентмелли çинчен калаçрĕç.

Тăван чĕлхе сумне, ăна вĕренес хавхаланăва ÿстерес тĕллевпе вĕрентекенсем уроксене кăсăклă та усăллă ирттерме, çĕнĕ мелсемпе ăслайсене алла илме йышăнчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика