Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ФГОСа куçнă май учительсем чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентме хăнăхрĕç

13:04 02 декабря 2016 г.

ФГОСа куçнă май чăваш чĕлхипе литературине вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче хальхи технологисемпе усă курса вĕрентес мелсене алла илес тĕллевпе Вĕренÿ институтĕнче 72 сехетлĕ программăпа куçăмлă вĕренекенсем раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçă «урокра» пулчĕç. Ăна филологи кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пычĕ. Проект технологийĕн ăслайĕсемпе тĕрлĕ енлĕн паллаштаракан «урок» пурне те килĕшрĕ.

Ушкăнпа ĕçлемелли майсене уçăмлатакан çĕнĕлле йĕркеленĕ тĕслĕхлĕ «урокра» учительсем – вăхăтлăха «шкул ачисен» тивĕçĕсене пурнăçлакансем – пĕр тĕллевлĕ пулса харăсах вăтăра яхăн тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç: «Çĕнĕ çул уявĕ» (6 класс) темăна пĕтĕмлетсе чăвашла питĕ интереслĕ те тĕрлĕ информациллĕ уяв хаçачĕ кăларчĕç. Чи пĕлтерĕшли – Надежда Григорьевна кăтартса панă мел-меслетпе ытти темăсене вĕреннĕ чухне те тухăçлă усă курма май пуррине палăртрĕç учительсем.

Урок тытăмне (конструкторне) ФГОСпа килĕшÿллĕн йĕркелессине халалланă уçă урока раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнчеВĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ А.С. Егорова ирттерчĕ. Урок юхăмĕн кашни самантне, эпиграфпа палăртнă пекех, тарăн шухăша тата çĕнĕлĕхе тĕпе хурса йĕркелени ăна тухăçлă ирттерме май пачĕ. Анна Семёновна ертсе пынипе учитель-вĕренекенсем кĕске хушăрах урок конструкторĕпе технологи карттин уйрăмлăхĕсене пăхса тухса вĕсене калăплама хăнăхрĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика