Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрлĕхре – вăй!

09:40 29 ноября 2016 г.

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 9-мĕш вăтам шкулта «ФГОСа куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси»стажировка иртрĕ.

         Çĕнĕ Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 9-мĕш шкула  2008 çулта Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви  Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулăн чăваш чĕлхипе литература кабинетне 3-мĕш степеньлĕ дипломпа чысланă. 2014 çулта Муниципаллă бюджет учрежденийĕ “Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкар хулин вĕренÿ мониторинг тата психологи, педагогика енчен пулăшу паракан Центр” 9-мĕш шкулăн чăваш чĕлхипе литература кабинетне II-мĕш степеньлĕ диплом парса хавхалантарнă.

         Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри йĕркелерĕ. Унта пĕлĕве ÿстерме 72 сехетлĕ программăпа куçăмлă вĕренекенсем  пухăннă.  Хуласемпе район центрĕсенчи шкулсенчен пухăннă учительсем хаваспах шкула тухрĕç.

     Стажировкăна Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 5-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, аслă категориллĕ учитель Ирина Васильевна Ефимова ертсе пычĕ. Вăл çак шкулта  22  çул вăй хурать, ăста вĕрентÿçĕ.

     9-мĕш, 8-мĕш, 2-мĕш шкулсенчен, 18-мĕш лицейра ĕçлекен ăста учительсен пултарулăх лаççинче пулса курсантсем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Шкул ачасемпе пĕрле ĕçлесе тĕрлĕ ситуаци ăслайĕсене алла илчĕç.

     Ĕçлĕ калаçу акт залĕнче 9-мĕш шкул  вĕрентекенĕсем (Ефимова  И. В.,  Горбунова В. С., Николаева Н. И.) хатĕрленĕ«Эс – çĕр ăсти, эс – çĕр хуçи!»  музыкăпа литература композицийĕпе уçăлчĕ. Пурне те «Алран кайми аки-сухи» юрăпа усă курса лартнă композици тыткăнларĕ.

          «Чăваш чĕлхи урокĕсенче усă курмалли тухăçлă технологисем» проблемăна хускатса 3-мĕш класра  «Ырă тума васкар!» уçă урок(Ефимова  Ирина Васильевна, 9-мĕш шкул вĕрентекенĕ) пăхрĕç.

          9-мĕш класра йăлана кĕмен урок мĕлĕпе «Чей ĕçесчĕ пылпала» уçа урока 18-мĕш лицей вĕрентекенĕсем Такина Алевтина Александровна, Севрикова Любовь Константиновна ирттерчĕç. Уçă урока С.В. Асамата чĕнни те çавра сĕтел хушшинче ирĕклĕ чей ĕçсе калаçăва хутшăнса урок материалĕпе ĕçлени ачасемшĕн те курсантсемшĕн те кĕтменлĕх пулчĕ.

         Проект технологийĕн ăслайĕнче ушкăнпа ĕçлемелли майсене уçăмлатрĕç. 8-мĕш класра «Савнă хуламăр Çĕнĕ Шупашкар» (Николаева Надежда Ивановна, 9-мĕш шкул вĕрентекенĕ) уçă урокра альманах кăлармалли меслете алла илчĕç.

         «Педагог профессийĕ»(Григорьева  Вера  Евгеньевна, 8-мĕш  шкул вĕрентекенĕ), «Чăваш пики – чăваш тĕрри» (Ильина Оксана Разиновна, 2-мĕш шкул вĕренекенĕ) темăсемпе ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç.

           

    Тĕп калаçу уçă тата ăста урок тавра пулчĕ. Калаçăва Вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пычĕ.

         Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 9-мĕш вăтам шкул администрацине, уйрăмах директор çумне, Петрова Елена Николаевнăна, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи чăваш чĕлхипе литература учителĕсен ертÿçине, Такина Алевтина Александровнăна, уçă тата ăста уроксем панă учительсене стажировка ирттерме пулăшнăшăн тав тăвать.

 

 http://www.nktv.info/video_show/5402 Школа №9 стала площадкой для стажировки учителей чувашского языка

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика