Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чи лайăххисене чÿк уйăхĕнче чыслĕç

15:31 18 октября 2016 г.

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕнче «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурсăн республика тапхăрне тăратнă ĕçсене пăхса тухрĕç. Вĕсем Чăваш Республикин 17 шкулĕнчен çитнĕччĕ. Жюрире çак çынсем ĕçлерĕç: Геронтий Никифоров, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи, Ирина Степанова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн пай пуçлăхĕ, Алина Иванова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, Татьяна Денисова, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ тата Вера Фомина, Шупашкар хулин 29-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ. Вĕсем 17 шкултан 5 шкул суйласа илчĕç.

Пилĕк шкултан кашниех хăй евĕрлĕх пуррипе палăрать. Пĕри республика шайĕнче этнокультура программипе тĕрлĕ шайлă проектсемпе сăнавлă ĕçлет. Тепри ал ĕç ăсталăхне алла илме вĕрентнипе палăрать, класс тулашĕнчи чăвашлăхпа çыхăннă ĕçсене ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшне хастар явăçтарать. Виççĕмĕшĕ этнокультура мероприятийĕсене тухăçлă ирттерет. Тăваттăмĕшĕ общественноçа чăваш чĕлхипе тата культурăпа кăсăклантарма пултарать.  Пиллĕкĕмĕшĕ ачасен çуллахи канăвне чăвашлăхпа ăнăçлă çыхăнтарса йĕркелет.

Çывăх вăхăтра жюри суйласа илнĕ 5 шкула çитет, кашнинпе уйрăммăн паллашать, «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккуна мĕнле пурнăçланине вырăнта тĕрĕслет.

Жюри «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс чыславне кăçалхи чÿк уйăхĕн иккĕмĕш çурринче ирттерме палăртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика