Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Патшалăх чĕлхисемпе ирттернĕ олимпиада

10:56 17 октября 2016 г.

Юпа уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх министерстви патшалăх чĕлхисене аталантарас тата халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе Раççей республикисен патшалăх чĕлхисемпе чылай регионта олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрне ирттерчĕ. Чăваш чĕлхи олимпиадин регион тапхăрĕ юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртрĕ.

Уяв ЧПУн чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсен концерт программипе пуçланчĕ. Унтан пухăннисене факультет деканĕ А.М. Иванова, «Эткер» центрăн аслă методисчĕ О.С. Волкова ăшшăн саламларĕç. Олимпиадăн предмет комиссийĕн тата жюри председателĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ А.С. Егорова студентсемпе шкул ачисене ĕç йĕркипе паллаштарчĕ, олимпиадăра çĕнтерме ăнăçу сунчĕ.

Ăс-тăн ăмăртăвне шкулсенче 10-11 классенче вĕренекен 32 ачапа вузсемпе сузсенче вĕренекен 83 студент хутшăнчĕ. Олимпиадăна çавăн пекех Пушкăрт патшалăх университечĕн Стерлитамак филиалĕн студенчĕсем те килнĕ. «Пĕлÿ енĕпе вăй виçекенсене» пĕрре те çăмăл пулмарĕ, мĕншĕн тесен вĕсен тĕрлĕ ĕç тума лекрĕ: 30 тест ыйтăвне хуравларĕç, чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла илемлĕ текстсем куçарчĕç, эссе çырчĕç.

Жюри членĕсем (Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕсем А.С. Егорова тата Н.Г. Иванова, çыннăн кăмăл-сипет аталанăвĕн тата наци вĕренĕвĕн центрĕн наци вĕренĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ И.А. Степанова), Чăваш патшалăх университечĕн вырăспа чăваш филологийĕ тата журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова, чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕсем О.Г. Владимирова, И.В. Софронова, Е.П. Чекушкина, Е.Р. Якимова) шкул ачисемпе студентсен ĕçĕсене тимлĕ тишкерсе çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртрĕç. Чи ăслисемпе тавçăруллисем республика чысне Мускавра хÿтĕлĕç.

Олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕпе тĕплĕнрех Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин шкул тулашĕнче ирттерекен ĕçсен «Эткер» центрĕн сайтĕнче (http://www.etker.cap.ru/) паллашма пулать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика