Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кичемленсе ларма вăхăт çук пирĕн

16:30 01 июля 2016 г.

Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн хушăвĕпе уçăлнă «Эткер» кану смени малалла тăсăлать. Ачасем Шупашкарта пысăк экскурсире пулчĕç. Чăваш тĕррин музейĕнче ĕçлекенсем ачасене хапăл туса кĕтсе илчĕç, чăваш тĕрри çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Тĕрĕре халăх йăли-йĕрки, унăн аваллăхĕ сыхланнине палăртрĕç. Курмалли-тĕлĕнмелли ачасемшĕн чылай пулчĕ. Тĕрĕ музейĕ хыççăн çамрăксем К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейне çитрĕç. Музейра ачасемпе Светлана Асамат, Михаил Краснов, Валерий Туркай поэтсем тĕл пулчĕç. Вĕсем хайсен сăввисене вуларĕç, кĕнекисене парнелерĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç.

Курмалли, çĕнни тупăнсах пычĕ: ачасем Анне палăкĕ умĕнчен иртсе кайса Веден чиркĕвĕн архитектурине сăнарĕç, Ехрем хуçасен çуртĕнче вырнаçнă ÿнер музейĕпе паллашрĕç. Çав вăхăтрах юрату сăмсахĕ те ачасене хăйĕн ытамне чĕнчĕ.

Канакан ачасем валли ăста урокĕсем иртеççĕ. Муркаш районĕн  Калайкасси ялĕнче пурăнакан Мазуркин алă ăсти патĕнче хăнара пулни асра юлчĕ. П.Я. Мазуркин – йывăçран касса илемлетекен ăстаçă, тĕрлĕ ĕçе пултарать: юрă юрлать, тĕрлĕ инструмент ăсталать, кĕсле, шăхлич калать, шакмак шаккать. Зинаида Васильевна та пушă алăпа килмен. Унăн çÿпçинче _ тухья, ум çакки, хушпу, масмак тата чĕнтĕрлесе çыхнă сĕтел çине сармалли салфеткăсем, тĕрленĕ япаласем. Çак япаласене ачасем куçпа курнисĕр пуçне, хăйсен аллипе те тытса пăхрĕç, эреш касрĕç, тĕрĕ тĕрлерĕç.

Поэзи кунне Альбина Юратупа Раиса Сарпи сăвăçсем тата Андрей Кузнецов юрăç хăйĕн пĕчĕк ывăлĕпе килчĕç.

Альбина Юрату çамрăксене сăвă виçипе паллаштарчĕ, рифмăсем тума вĕрентрĕ. Раиса Сарпи хăйĕн сăввисемпе тăван киле, атте-аннене, тăван чĕлхене, тăван халăха юратма, хисеплеме чĕнчĕ.

Андрей Кузнецов юрăç вара хăйĕн юррисемпе тыткăнларĕ, пĕчĕк ывăлĕпе пĕрле чăвашла та, вырăсла та юрларĕ, ачасене те юрлаттарчĕ.

Ачасем хаваслăн алă çупрĕç, асăнмалăх парнеленĕ хаçат-журнала тăван кĕтесе çитсен кăтартма пуçтарса хучĕç.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика