Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн вырăсла тĕп пĕлÿ паракан шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси» стажировка иртрĕ

11:28 03 декабря 2015 г.

 2015 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Йĕпреçри 2-мĕш вăтам шкулта «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн вырăсла тĕп пĕлÿ паракан  шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси» стажировка иртрĕ.

  Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ. Унта пĕлĕве ÿстерме 108 сехетлĕ программăпа дистанци курсне куçамлă вĕçлекенсем  пухăннă.  Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенчи тата Пăрачкав, Улатăр, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Шупашкар, Шăмăршă, Куславкка, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай районĕсен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем инçе çула хаваспах тухрĕç. Пĕлĕве ÿстерме килнĕ учительсене Йĕпреç поселокĕн 2-мĕш вăтам шкул директорĕ М.В. Антонов тата шкул ачисем çăкăр-тăварпа тата ташă-юрăпа кĕтсе илчĕç.

  Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн учительсем классене саланчĕç. Пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренекенсем  А.А. Ядрицова  «Н.И.Ашмарин – чăваш чĕлхине тĕпчекен», А.А. Такина «Чăваш чĕлхи урокĕсенче усă куракан хальхи технологисем», Г.М. Назарова «Анатолий Гин методикипе хатĕрленĕ урок конструкцийĕ»,  Г.Д. Карсакова «Чăваш чĕлхи урокĕсенче юрăпа усă курни» темăсемпе ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç.

  Стажировкăна  Йĕпреçĕн 2-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.А. Ядрицова ертсе пычĕ. Вăл çак шкулта учительте 22 çул вăй хурать. Алена Андреевна ăста вĕрентÿçĕ пулнине 2010 çулта Тăван чĕлхе, вăл шутра вырăс чĕлхи, вĕрентекенсен ăста урокĕсен Пĕтĕм Раççей фестивалĕнче çирĕплетнĕччĕ. Чи пысăк çитĕнÿ туса  1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ, Раççей Президенчĕн грантне тивĕçлĕ пулнăччĕ. Ăста учитель пултарулăх лаççинче пулса пирĕн учительсем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн усă куракан вĕрентÿ технологийĕсемпе паллашрĕç. Уйрăмах ушкăнпа ĕçлемелли майсем уçăмлă палăрчĕç. Ачасене кăсăклантарса янин, ăнланса илсе йывăрлăхран тухма тĕллев лартнин, çĕнĕ пĕлĕве сÿтсе явнин, рефлексин çул-йĕрĕсене уçăмлатрĕç.

  Тĕп калаçу ăсталăх урокĕсем тавра пулчĕ. Калаçăва Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Н.Г.Иванова ертсе пычĕ. Ăсталăх урокĕсем уйрăмах чи курăмлă та пахалăхлă пулнине çирĕплетекен пулăмсем çаксем пулчĕç: чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисем тата çĕнĕ мелсемпе майсем тупса палăртни, пултаруллă ĕçлекен учительсен паха опытне пĕтĕмлетни тата çĕнĕ меслетлĕхпе сĕнÿсене çирĕплетни, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни, çамрăк учительсене сапăрлăхпа вĕренÿ тата меслетлĕх енчен пулăшу пани. Вĕсен пĕлтерĕшлĕхне чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Н.Г.Иванова палăртрĕ.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика