Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади иртрĕ

11:19 20 ноября 2015 г.

Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклес, интернет технологийĕсемпе вĕренÿре усă курас хăнăхăва малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата вĕренÿ институчĕ 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадине ирттерчĕç.

Интернет олимпиадăна Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче 7-9 классенче вĕренекен 1253 ача хутшăнчĕ. Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Ульяновск, Самара облаçĕсенчен 150 ытла ача пулчĕ.

Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тунисем чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕччен http://sdo.edu.cap.ru адреспа кĕрсе çырăнчĕç, пĕтĕмĕшле информаципе паллашрĕç.

Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче 13 сехет те 30 минутран пуçласа 16 сехет те 30 минутчен олимпиада иртрĕ. Чĕлхе, литература, культура тата тăван ен историпе çыхăннă ыйтусене чăваш шкулĕнчи 490 тата вырăс шкулĕнчи 763 ача хуравларĕ.

Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади ăнăçлă иртрĕ, ачасемшĕн те вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулнине шанас килет. Олимпиадăра мала тухнисене дипломсем парса чыслĕç, ыттисем хутшăннине ĕнентерекен сертификат илĕç.

 

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика